Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри чи лайăх çемьесем Президент патӗнче хăнара

Хусан Кремлӗнче Рустампа Гульсина Миннихановсем республикăри чи лайăх çемьесене йышăннă. Мероприятие республикăри 46 мăшăр килсе çитнӗ

«Йăла тăрăх паян эпир республикăн чечекленӗвне пысăк хулăм кӗртнӗ, тивӗçлӗ ывăл-хӗр çитӗнтернӗ Тутарстанри тӗслӗхлӗ çемьесене чыслатпăр. Сиртен кашнийӗ экономикăн, социаллă пурнăçпа культурăн тӗрлӗ сферинче тăрăшать. Сирӗн хушшăрта педагогсем, врачсем, аграрисем, строительсем, нефтехимиксем пур. Хăвăрăн пархатарлă ӗçӗрпе эсир Тутарстан аталанăвӗшӗн тăрăшатăр, çӗршывăн ăс-хакăл тата экономика хăватне нумайлататăр. Чи кирли – эсир ашшӗ-амăшӗсен яваплă тивӗçне пурнăçлатăр. Çакăншăн сире кашнине пысăк тав!» – тенӗ Рустам Минниханов хăйӗн саламлă сăмахӗнче.  

Тутарстана Президенчӗн сăмахӗсемпе, Тутарстан паян Федерацин Атăлçи округӗнче çирӗплетнӗ мăшăрланусемпе малтисенчен пӗри. Иртнӗ çулпа танлаштарсан, çак кăтарту чӗрӗке ӳснӗ. «Çакă тутарстансем пуласлăха оптимизмпа пăхнине пӗлтерет. Ачаллă çемьесене тӗрев парас тесе республикăра нумай тăвăнать, çурт-йӗр туянас е тăвас программăсем ӗçлеççӗ, тата ытти те», – хушса каланă ТР Президенчӗ.

Чаплă церемонире Пăва районӗнчен Сергейпа Ирина Малышевсем хутшăннă.  Вӗсем Пӳркелӗнче пурăнаççӗ. Ирина ял хутлăхӗнче ӗçлет, Серегей «Заря» арофирмăра. Малышевсем пӗрлешнӗренпе 19 çул, вӗсем икӗ ача –  ывăлпа хӗр çитӗнтереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев