Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри наркологи пульницинче 9495 çын учетра тăрать

Тутарстан халăхне хумхантаракан ыйтусен хушшинче наркомани юлашки вырăнта тăрать.

1987 çултанпа ООН Генеральнăй ассамблейин йышăнăвӗпе июнӗн 26-мӗшӗнче Наркоманипе кӗрешмелли халăхсем хушшинчи куна паллă тăваççӗ. Хальхи вăхăтра наркотизаципе кӗрешесси патшалăхăн тата обществăн приоритетлă задачисенчен пӗри пулса тăрать.
Тутарстанри наркотизаципе çыхăннă лару-тăрăва йӗркене сыхлакансем «вăл контрольте» тесе палăртаççӗ. Вӗсен ӗçӗ ытларах чухне наркотрафик каналӗсене тупса палăртасси тата нарокпреступниксен йӗркеленнӗ ушкăнӗсне аркатса явап тыттарассипе çыхăннă. Кăçал республикăра наркотик илсе килекен 34 канала пӳлнӗ, вӗсенчен 19-шӗ транзитлă пулнă. Вăрă-хурахран 119 кг наркотик туртса илнӗ, вӗсенчен 70 проценчӗ синтетикăллисем. 99 наркопреступленирен 22-шне йӗркеленнӗ ушкăнсем туни те паллă пулчӗ паян «Татмедиа» агентствинче иртнӗ пресс-конференцире.
Нарколабораторисене те тупса аркатма вӗренсе çитнӗ полиццейскисем. Кăçал кăна çакнашкал вырăнсене 4 тупса палăртнă. Пурӗ 2020 çулхи 5 уйăхра республикăра 2100 ытла наркотикпа çыхăннă преступление регистрациленӗ. Пӗлтӗрӳи кăтартусемпе танлаштарсан, ку 26 процент ытларах.
Профилактика ыйтăвӗсене те сахал мар тимлӗх уйăраççӗ. ТР ШӖМӗн Наркоконтроль управленийӗ хутшăннипе Раççей тата Республика пӗлтерӗшӗллӗ антинаркотиклă акцийӗсем иртеççӗ. Çапла нумай пулмасть Арск районӗнче «Антинаркотический десант – Выбери свой путь» ведомствосем хушшинчи профилактика проектне пурнăçланă. «Сообщи, где торгуют смертью» акци пулăшнипе полицейскисем 10 преступление чарма пултарнă тата правона административлă майпа пăснă 77 тӗслӗхе шута илнӗ. Волонтерсен ушкăнӗсем те профилактика ӗçӗсене сахал мар хутшăнаççӗ. Паянхи куна наркотиксене хирӗç ирттерекен профилактика мероприятийӗсене, мӗн пур субьекта шута илсен, 100 пине яхăн çын хутшăнать.
Журналистсем пухăннă самантпа усă курса ТР ШӖМӗн Наркоконтроль управленийӗн начальникӗн çумӗ Кирил Жданов полковник Республикăри «Наркотиксемсӗр пурнăç» конкурсра çӗнтерекенсене чысларӗ. Вӗсен шутӗнче Арск районӗнчи Вӗрентӳ управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Лия Ильина та пурччӗ (сăнӳкерчӗкре).  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев