Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикӑна васкавлӑ вакцинаци тапхӑрӗ кӗтет

Чи малтан час-часах ҫынсемпе тӗлпулакансене прививка тӑваҫҫӗ

   Тутарстана февраль уйӑхӗччен коронавируспа кӗрешмелли 190 пин доза  «Спутник V» вакцинӑна илсе килеҫҫӗ. 

"Пире васкавлӑ прививка тапхӑрӗ кӗтет. Февраль уйӑхӗччен медиксен республикӑра пурӑнакансене 190 пин доза укол тумалла пулать", – тесе пӗлтернӗ журналистсене ТР Сывлӑх сыхлав министерствинче.

Вакцинаци ирӗклӗ. Чи малтан час-часах ҫынсемпе тӗлпулакансене прививка тӑваҫҫӗ. Ҫапах республикӑри ытти ҫынсем те, кӑмӑлӗсем пулсан, Covid-19-тан прививка тума поликлиникӑна пыма пултараҫҫӗ. 

​​​​​​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев