Сувар

Республикӑра Инвалидсен декади пырать

Реабилитаци центрӗн никӗсӗнче ачасене сыватас тесе инновациллӗ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ

  Рустам Минниханрв "Ачасенче вӑй" реабилитаци центрӗнче пулса курнӑ.

Тутарстан Президенчӗн визичӗ Инвалидсен декадипе ҫыхӑннӑ, вӑл Тутарстанра декабрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. 

Реабилитаци центрӗн никӗсӗнче ачасене сыватас тесе инновациллӗ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫав шутра мозжечок стимуляцийӗн методикисем, аппарат сиплевӗ, биоакустика коррекцийӗ, пуҫ миммин микрополяризацийӗ. 

Тутарстан Президенчӗ врач йышӑнакан, диагностика тӗпчевӗсен, сиплевлӗ физкультурӑн, сенсорлӑ пӳлӗмсене курса ҫаврӑннӑ, ачасемпе тата педагогсемпе калаҫнӑ.

Аннепе ача пӳлӗменче Рустам Минниханов ачисене реабилитацине илсе килнӗ амашӗсемпе калаҫнӑ. Амӑшӗсенчен пӗри ҫак категории ачасен пултарулӑхне аталантармалли меслетсене туянма пулӑшма ыйтнӑ. Президент килӗшнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: