Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикӑра легендарлӑ 100 бренда суйлӗҫ

Проект брендсем мӗнле пулса кайни ҫинчен каласа парать

 

Паян «100 легендарных брендов Республики Татарстан» проект тапраннӑ. ТАССРӑн 100 ҫуллӑхне халалланӑ ӑна, вӑл регионӑн иртнине, хальхине, пулассине пӗрлештерме тивӗҫ.
Кашни ҫын ун шучӗпе легендарлӑ брендшӑн сасӑлама пултарать. Ҫакна
http://100brand.ru/ ссылкӑпа тума пулать. Республикӑн ӗмӗрхи историне палӑртакан 100 бренда сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе палӑртрӗҫ.  Проект вӗсем мӗнле тӑвӑнни ҫинчен каласа парать. Вӑл промышленность, суту-илӳ, ҫыхӑну, транспорт, ял хуҫалӑх, хыпар хатӗрӗсен, спорт сферисенче тӗнче рынокӗсене тухнисем ҫинчен кӑна мар, районтисем, вырӑнтисем ҫинчен те каласа парать.
Пӗлтӗрхи ноябрь-декабрь уйӑхӗсенче тутарстансем ҫак проект валли бренсем сӗнме пултарнӑ, сасӑлав февралӗн 21-мӗшӗччен пырать. Легендарлӑ брендсене 16 отрасльте 57 ҫӗнтерекен палӑртӗҫ.

Юлнӑ 43-шне пӗрер Тутарстанри районсенче суйлӗҫ. Унти сасӑлав мартӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшӗччен пырӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев