Сувар

Республикӑра вакцинаци пырать

Коронавирусран прививка тӑвас тесен вырӑнти поликлиникӑна шӑнкӑравламалла

Тутарстанра «Спутник V» вакцинӑн пӗрремӗш фазине  2,4 пин ҫынна тунӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ.

"Паянхи куна эпир 2420 ҫынна прививка тунӑ. Пирӗн шутпа темпсем малашне  ӳссе пырӗҫ, мӗншӗн тесен ӗҫ кунӗсем пуҫланчӗҫ",– тесе палӑртнӑ спикер.
Министр ҫумӗ республикӑра пурӑнакансене ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗҫ вакцинаци тума чӗннӗ. Ҫак тӗллевпе ҫынсен хӑйсен поликлиникине е вакцинаци центрне шӑнкӑравламалла, унта инструкцисем параҫҫӗ.
Пурӗ республикӑна 6,9 пин доза вакцина килсе ҫитнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: