Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ресторансемпе кафесем ӗҫ вӑхӑчӗсене улӑштарӗҫ

Маскӑ тӑхӑнса ҫыврасси патне кӑна ҫитес марччӗ

Тутарстан Правительствин 970 № постановленийӗ «О мерах по предотвращению распространения в Республике Татарстан новой коронавирусной инфекции» распоряжение хушма улшӑнусем кӗртнӗ.
Ҫӗнӗ улшӑнусем маскӑсене пырса тивеҫҫӗ. Халӗ вӗсене лавккасемпе общество транспортӗнче кӑна мар, ҫынсем йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче те тӑхӑнмалла. Нумай ҫын пухӑннӑ ҫӗре ҫитрӗн – маска тӑхӑн.
Тепӗр улшӑну апатлантару заведенийӗ ҫӗнӗ пырса тивет. Кӑҫалхи октябрӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа Тутарстанри мӗн пур кафесемпе ресторансен 6 сехетрен иртерех уҫӑлма юрамасть, хупӑнма та вӗсен 23.00 сехетрен кая юлмалла мар.
Ҫавӑнпа та ытларах хӑналанса ларас текенсен уява килӗсенче тӑсма тивет.
Дискотекӑсемпе концертсен вӑхӑтне те 23:00 сехетпе чикӗленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев