Римма Прокопьеван «Пӗчӗкки» кӗнекине хăтларăмăр
«Варкăш» литература клубӗнчи черетлӗ тӗлпулу Пичет çуртӗнчи «ЛитХаб» курав залӗнче иртрӗ. Хальхинче прозаиксемпе поэтсем, библиотекарьсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе артистсем Римма Прокопьеван «Пӗчӗкки» повеçне хăтларӗç. Чăваш кӗнеке издательствинче пӗлтӗр кун çути курнăскерӗн алçырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ.

Августинран – Пӗчӗкки
Уяв каçне издательство директорӗн – тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова ертсе пычӗ. Вăл Римма Поликарповнăн пултарулăхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине асăнчӗ. Çыравçă нумай çул «Тантăш» хаçатра, «Самант», «Халăх шкулӗ» журналсенче вăй хунă. «Пӗртен-пӗр юр пӗрчи» (2015), «Сар хӗвел хӗрелсен» (2018) кăларăмӗсен алçырăвӗсем ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсӗсенче çӗнтернӗ (2014, 2017). Издательствăн директорӗ – тӗп редакторӗ Валерьян Андреев салам сăмахӗнче пурне те «ЛитХабра» хапăл туса кӗтнине, «Пӗчӗккин» презентацийӗ кунти пӗрремӗш мероприяти пулнине палăртрӗ.
Римма Прокопьева «Пӗчӗкки» еплерех çурални çинчен каласа пачӗ. «1990–1992 çулсенче эпӗ Ульяновск облаçӗнчи Синкӗл педучилищинче ӗçленӗ. Хам вӗрентнӗ хӗрсенчен пӗри – Ирина Алексеева (Большакова) – ача-пăча калавӗсем çырнине пӗлтӗм те алçырусен конкурсне хутшăнма сӗнтӗм. Ара, çынна калатăп, хамăн та çырмалли пур вӗт-ха тетӗп. Чӗре тулмасăр çырăнмасть ман. Чӗрем мӗнле те пулсан ыратупа тулса ларать те – вара çавна кăлармалла. Эпӗ хам çинчен кăна çырма пултаратăп, пӗлменни çинчен нимӗн те калаймăп. Ку кӗнекере те тӗпре – манăн çемье. Тӗп сăнар – кӗçӗн ывăлăм Сентти. Повеçре сăнланнă ӗçсем пурнăçра чăннипех пулса иртнӗ. Аслă ывăлăм Олег салтака кайиччен кушак тупса килнӗччӗ. Мӗн пӗчӗкрен кушак çуриллӗ пуласшăнччӗ ачасем, пирӗн май çукчӗ. Кунта хӗсмете каяс умӗн ывăл пӗчӗк çура парса хăварать те, мӗнле килӗшмӗн? Пурте юратса пăхма пуçларăмăр ăна. Улттăмӗш класра вӗреннӗ чухне Сентти хайхискерне уçăлтарма урама илсе тухнă та леш тарнă. Çемйипех шырарăмăр. Ку повесть кушак çухатса тупни çинчен кăна мар, пӗр-пӗрне шанни, юратни, ăнланни, пăрахманни йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшать, ӗмӗтленни пурнăçланать тени те», – терӗ Римма Поликарповна. Чăннипе хайхи кушак Августин ятлă пулнă, хайлавра вăл – Пӗчӗкки. Ку ăнсăртран мар – Прокопьевсен килӗнче ача чухне шăпах çавăн ятлă маттур мăрăлкка пурăннă.
Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова алçырупа киленсе ӗçленине, ыйтусем сиксе тухсан çийӗнчех татса панине, пӗрле канашласа вăй хунине каларӗ.

Хăтлава кăвакал чӗппипе килнӗ
Уяв хуçин мăшăрӗ – Олег Прокопьев журналист тата поэт, «Халăх шкулӗ» журнал редакторӗ – хăтлава кăвакал чӗппипех килнӗ. Сарă-хура тӗслӗскерне Шупашкар урамӗнче курăк хушшинче чанасем çулăхнине асăрханă та вилӗмрен çăлса хăварнă Олег Иванович. Ку тӗлпулăва ниепле те ăнсăртран пулнă теме çук. «Питӗ ăслă, интеллигентлă кушакчӗ Пӗчӗкки. Ăна тăтăшах аса илетпӗр, сăнӳкерчӗкӗсене телефонсенче упратпăр. Ун чунӗ халӗ те пирӗн тавра явăнса çӳрет пуль. Чылай çветтуй чӗрчунсен чунӗ пур тесе калать. Анчах вӗсем çынсемпе пӗр çӗре лекмеççӗ, хăйсен çăтмахӗ пур тет. Малтанхи райри пек тӗнче таврăнсассăн эпир вӗсемпе пӗрлешме пултаратпăр имӗш. Эпир хулана таврăнсан Пӗчӗкки ялта эрнипех пӗччен пурăнатчӗ. Пӗринче: «Мӗнле пурăнатăн-ши эсӗ? Выçса вилетӗн пуль ӗнтӗ», – тенӗччӗ. Вăл пăхса тăрса юлнăччӗ. Тепре килнӗ çӗре хайхискер нӳхреп алăкӗ умне темиçе шăшипе кайăк тытса хунă. «Маншăн ан хăрăр, ак çапла пурăнатăп эп», – тенӗнех туйăннăччӗ. Троицăра инçетре вырнаçнă çăва çине кайнă чухне те вăл пирӗн хыçранах утса пыратчӗ, çырма урлă та каçатчӗ. Ывăнсан та пирӗнтен тăрса юлмастчӗ. Ку кăвакал чӗппинче Пӗчӗккин чунӗ пуль», – терӗ О.Прокопьев.
Чăваш наци библиотекин «Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗсем «ЛитХаба» туслă йышпа пуçтарăнса килнӗ. Ольга Тимофеева Р.Прокопьеван повеçӗ ырă туйăмсем çуратнине пӗлтерчӗ. Антонина Андреева хайлава чӗнтӗрлесе çырнă, пӗр сăмахне те кăларса пăрахма çук, классикăлла произведени шайӗнче, çемье вулавӗ валли те юрăхлă тесе хакларӗ. «Пӗчӗк хуранăн пăтти тутлă тенӗ пек, калăпăшӗпе кӗнеке пысăках та мар, ăна алла тытатăн та – савăнса вуласа тухатăн. Сăнарсем çинчен ытларах пӗлес килет», – терӗ Татьяна Семенова.

Прототиппа та паллашрӗç
«Эпӗ кушакшăн каçăхса каякан çын мар, анчах автор хăй сăнарне епле юратнине туйса ăна хам та килӗштерме пуçларăм. Тасалăх, çутăлăх, ырăлăх тапса тăрать кунта. Паянхи пурнăçра та, литературăра та нумай ачаллă тулли çемьене тӗл пулма йывăр. Ку хайлавра вара кушак та çемье йышне кӗрет. Кӗнеке ачасем валли пулнине шута илсе ăна ансат чӗлхепе çырнă. Прозаикăн пултарулăх шайӗ пысăк. Маттур, малашне те çырмалла. Черетлӗ кăларăм «Кăвакал чӗппи» ятлă пулать ахăртнех», – терӗ «Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗ – тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев йăл кулса.

Алина Ильина журналист та «Пӗчӗккине» хапăлласа вуласа тухнă, хайлавра тури диалект сăмахӗсене асăрхасан пушшех савăннă, интереслӗ сăмах çаврăнăшӗсене çырсах илнӗ.

Римма Поликарповнăна аслă ывăлӗпе кинӗ Олегпа Соня та, кӗçӗнни – хайлаври сăнар прототипӗ – Сентти те ăшшăн саламларӗç, повесть кун çути курнишӗн хӗпӗртенине пытармарӗç. Аппăшӗ Алина Васильева та хăтлава хӗрӗпе Еленăпа килнӗ. Пултаруллă тăванӗпе мăнаçланни вӗсен кашни сăмахӗнче туйăнчӗ.
Римма Поликарповнăна çыравçăсемпе унччен пӗрле ӗçленӗ юлташӗсем те ăшă сăмах чылай каларӗç. Эпир те ăна хавхалану, çирӗп сывлăх сунатпăр, «Пӗчӗкки» кӗнекене вулакансен йышӗ ӳссех пытăр!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев