Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

  Ҫӗрле Тутарстанра каллех сивӗ пулать

Паян Тутарстанра сивӗ ҫанталӑк тӑрать. -14-ран пуҫласа -9 градус таранччен тесе пӗлтерет Гидрометцентрӑн пресс-служби

Синоптиксем ҫанталӑк часах ӑшӑтать тесе тӑнӑ ҫӗрте вӑл + патне ҫывхарма шутламасть те. Ҫӗрккӗ те сывлӑш температури выранӗ-вырӑнӗпе -14, -25 градуса ҫитнӗ. Температура пур ҫӗрте те пӗрешкел пулманни сивӗ сывлӑш фрончӗ Тутарстан ҫине кассӑн-кассӑн "тапӑннине" кӑтартать. Республикӑри пӗр районта температура -12 кӑтартать пулсан, айлӑмалла вырнаҫнӑ тепӗр кӳршӗллӗ районра вӑл -22 пулма пултарать. Ҫакна унта-кунта ҫӳрекен водительсем асӑрхаҫҫӗ, вӗсен машина кӑмакин хӑватне ӳстерме е чакарма тивет тата сайра хутра фарӑсен юрӑхсӑра тухнӑ лампочкисене улӑштарма. 

Паян Тутарстанра сивӗ ҫанталӑк тӑрать. -14-ран пуҫласа -9 градус таранччен тесе пӗлтерет Гидрометцентрӑн пресс-служби. 

Антициклон Хусантан декабрь пуҫланнӑранпа кая пӗлмест. Юн ҫуккине пула ҫынсене тата сивӗрех туйӑнать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев