Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Р.Минниханов: «Граждансен сывлăхӗн хуралӗнче тăракан медицина ӗçченӗсене таймапуç»

«Сире профессиллӗ тӗп уяв ячӗпе чӗререн саламлатăп! Сирӗн ӗçӗр хуть хăш саманара та çынна ăнланма, шеллеме пӗлнипе, гуманизмпа уйрăлса тăнă. Кашни кун çынсене лайăххине ӗненме шанăç парса вӗсен ыратăвне пӗрле пайласси çăмăл мар», – тенӗ Рустам Минниханов.

Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов граждансен сывлăхӗн хуралӗнче тăракан кашни медицина ӗçченне тав тăвать. Çакăн пирки ТР Президенчӗн Медицина ӗçченӗн кунӗ ячӗпе çырнă саламӗнче каланă.

«Сире профессиллӗ тӗп уяв ячӗпе чӗререн саламлатăп! Сирӗн ӗçӗр хуть хăш саманара та çынна ăнланма, шеллеме пӗлнипе, гуманизмпа уйрăлса тăнă. Кашни кун çынсене лайăххине ӗненме шанăç парса вӗсен ыратăвне пӗрле пайласси çăмăл мар», – тенӗ Рустам Минниханов.

Вăл пирӗн паллă ентешӗмӗрӗн Владимир Бехтеревăн сăмахӗсене тӗслӗхе илсе кăтартнă: «Енчен те чирлӗ çын врачпа калаçнă хыççăн хăйне çăмăлрах туймарӗ-тӗк, вăл – врач мар».

ТР Президенчӗн сăмахӗсемпе, çынсен сывлăхӗшӗн тăрăшасси власть органӗсемшӗн яланах приоритетра пулнă. «Республика сывлăх сыхлав системине аталантарас енӗпе куллен мерăсем йышăнать. Наци проекчӗсен шайӗнче тата тӗллевлӗ программăсемпе çӗçӗ çӳллӗ технологиллӗ центрсем тунă, больницăсемпе поликлиникăсемне мӗн кирлипе тивӗçтернӗ. Медицина кадрӗсене хатӗрлес тата тӗрев парас енӗпе те куллен ӗçлетпӗр.

Юлашки вăхăтра медицина аталанăвӗ общество хăрушсăрлăхӗн факторӗ пулса тăрать. Коронавирус пандемийӗн условийӗсенче шăпах эсир хăвăр çине пӗтӗм йывăрлăха илтӗр, çынсен пурнăçне çăлассишӗн ырми-канми тăрăшатăр.

Граждансен сывлăхӗн хуралӗнче тăракан кашни медицина ӗçченне таймапуç. Сире профессире çитӗнӳсем тума, хăвăра тата çывăх çыннăрсене çирӗп сывлăх тата ăнăçу сунатăп!» – тенӗ Рустам Минниханов.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день медицинского работника