Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Роберт Мусина суд тӗрмене ӑсатнӑ

 Ӑна Татфондбанкпа ҫыхӑннӑ ултӑ эпизодпа должность полномочийӗсенчен иртнӗшӗн айӑпланӑ. Сиен сумми 53 млрд тенкӗпе танлашнӑ

Пренисен вӑхӑтӗнче патшалӑх айӑплавӗ ӑна 14 ҫул та 9 уйӑха колонине ӑсатма ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне прокурорсем унран патшалӑх наградисене туртса илме тата граждан искӗпе 47 млрд ытла тенкӗ тӳлеттерме ыйтнӑ. 

Мусинӑн адвокачӗ судран банкир пирки икӗ эпизодпа ӗҫе вӗҫлеме ыйтнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен срокӗсем тухнӑ. Юлнӑ тӑватӑ эпизодпа яваплӑха "ҫемҫерех" статьясемпе квалификацилеме ыйтнӑ. 

Суд Мусина икӗ эпизодсӑр пуҫне пуринпе те айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 12 ҫула пӗрлехи режимлӑ колонире лармалла приговор йышӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев