Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кирек мӗнле уявра та - хамӑр ҫын

Хутшӑнусем пӗртанлӑ пулсан кӑна ҫынсем пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ.

Районсенче ҫын сахал пулнипе-и, Сабантуй пек массӑллӑ уявсенче пуҫлӑхсем нумайрах халӑх кӑтартма-ши - кама кӑна наци тумне тӑхӑнтартмаҫҫӗ паян: шкултисем те, клубрисем те ку чухне шутлӑ экземплярсем. Ҫавӑнпа та хӑш пӗр Сабантуйсенче тутарла тумланса янӑ чӑвашсене курма пулать. Иртнӗ шӑматкун Ҫӗпрел районӗнче ҫакӑ массӑллӑ пулӑма ҫаврӑннӑ.

Тепӗр тесен, сцена ӑстисем вӗсем чикан майрин ташшине те, украинсен гопакне те ним мар ташлаяҫҫӗ. Урӑх уявсенче. Ташламалла та, ҫавӑн пек ӗҫе кӳлӗннӗ пулсан. Мӗн калӑн, пултараҫҫӗ. 

Кун пек пулӑмсене Инстаграм пулӑшнипе эпир Пӑвапа Нурлат районӗсенче те куртӑмӑр. 

Анчах тӗлӗнме Кирлех-ши? Июнӗн 9-мӗшӗнче Упире иртнӗ Акатуйра Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров кунӗпе чӑваш шупӑрне тӑхӑнса ҫӳрерӗ. Нурлатри Уявра та пуҫлӑхсем чӑваш тумне тӑхӑнма именмеҫҫӗ.

Халӑхсем хушшинчи килӗшӳ пуринчен те хаклӑрах. Вӑл малашне те туслӑха упрасса шанас килет. Хутшӑнусем пӗртанлӑ пулсан кӑна ҫынсем пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ. Тутар чӑвашла юрлать, чӑваш тутарла. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сабантуй