Сувар

Роспотребнадзор суйлав участокӗсенче вакцинаци иртнӗ çынсене ӗçлеттерме сӗннӗ

Участокри суйлав комиссийӗсенче ӗçлекенсенчен 63 проценчӗ коронавирус инфекцийӗнчен привика тунă. Çакăн çинчен Хусанти Пӗрлехи информаци центрне пухăннă журналистсене Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Татьяна Патяшина пӗлтерчӗ.

«Коронавируспа эпидеми лару-тăрăвне çăмăл теме çук, анчах та кунашкал условисенче сулйав кампанийӗ пӗрремӗш хут иртмест. Профилактика тата хăрушсăрлăх мерисем пирки пирӗн рекомендацисем июль уйăхӗнчех тухнă. Çӗнӗлӗхсенчен çакна кăна палăртма пулать – эпир суйлав процедурине коронавирус инфекцийӗнчен привика тунă çынсене явăçтарма сӗнтӗмӗр. Комиссисенче ӗçлекенсенчен 63 проценчӗ вакцинаци иртнӗ», – тенӗ Патяшина.

Сентябрӗн 15-16-мӗшӗсенче кашни суйлав участокне Роспотребнадзор ӗçченӗсем тӗрӗслесе тухнă. 243 специалиста çак ӗçе тимлеме çирӗплетнӗ. Кӗçнерникун мӗн пур участок суйлав ирттерме хатӗр пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: