Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Россия» курав-форума виçĕ уйăх хушшинче ултӑ миллион çын çитсе курнӑ

Февралĕн 4-мĕшĕнче форума Мускавра пурăнакан Дмитрий Ершов Ирина арӑмӗпе тата икӗ ачипе пынă. Шăпах вăл ултă миллионмĕш куракан пулса тăнă.

Курав дирекцийӗнчен тата Ямало-Ненецки автономи округӗн администрацийӗнчен çемьене парне панă. Вĕсен Салехард хулинче иртекен Çурçӗрти халӑхсен тӗп уявне — День оленевода — çитсе курĕç. Унта Арктикӑпа паллашĕç, пӑлан кӳлсе ирттерекен ăмăртăва пӑхĕç, вырӑнти апат-çимӗçе тутанĕç тата Поляр унки урлӑ каçса полярниксен ят сертификачӗсене илме тивӗçĕç.

— Питӗ кӗтмен япала. Хӑйне евӗрлӗ килен-каян пуласса шутламан та эпир. Курава темиçе хут та килсе курасшăн-ха. Çакӑн пек ӑшӑ йышӑннӑшӑн пысӑк тав. Парнепе те хаваспах усă курăпăр, — тенĕ савăнса Дмитрий Ершов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев