Сувар

Роуминг. Тинех унран хăтăлатпăр-ши?

Раççейре наци тата сотовăй çыхăну сечӗсем хушшинчи роуминга пӗтересси çинчен закон йышăнма пултараççӗ.

РФ Патшалăх Думи кӗркуннехи сессире Раççейре наци тата сотовăй çыхăну сечӗсем хушшинчи роуминга пӗтересси çинчен закон йышăнма пултарассине хыпарлать РИА-Новости Патшалăх Думин Информаци политикипе технологийӗ тата çыхăну енӗпе комитечӗн ертӳçин Леонид Левиниюля сăмахӗсем çине таянса.

«Кӗркуннехи сесси вăхăтӗнче халăх тахçан кӗтекен, роуминга пӗтересе пӗрлехи тарификаци принципне çирӗплетекен закон йышăнасса шанатпăр»,– тенӗ вăл кун пирки. Закон проектне йышăнса президент алă пусса çирӗплетсен, Раççей гражданӗсем тинех сывласа ярӗç. Ун чух çыхăну çине ытлашши тăкакланмасăрах çӗршыв тăрăх çӳреме май пулӗ, кӳршӗллӗ регионсенчи юлташ-пӗлӗшпе те тăтăшрах калаçăпăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: