Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗршывӑн тӗп кӗнекине улшӑнусем кӗртетпӗр

Ӗҫ ҫыннин тивӗҫлӗхне хӳтӗлесе хисеплесси Раҫҫей экономика политикин тӗп сулӑмӗ пулса тӑрать

 

Раҫҫей Конституцийӗнче граждансен ӗҫне хисеплессине тата вӗсен прависене хӳтӗлессине ҫирӗплени рабочисен профессийӗсен чапне ӳстерме пулӑшӗ тесе шутлать Автономиллӗ коммерцилле мар «Центр развития профессиональных компетенций» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Эмиль Губайдуллин.
"Ӗҫ ҫыннин вырӑнне тата пысӑкрах ӳстерме лайӑх улшӑнусем кӑна пултараяҫҫӗ. Ку ҫав шутра экономика кӑтартӑвӗсене те, граждансен пурлӑхне те лайӑхлатӗ тесе шутлатӑп",– тенӗ "Татар-информӑн" хӑни.
Конституцири тӳрлетӳсем тӑрӑх патшалӑх чи пӗчӗк ӗҫ укҫине пурнас минимумран сахалтарах тӑвасшӑн мар. Ӗҫ ҫыннин тивӗҫлӗхне хӳтӗлесе хисеплесси Раҫҫей экономика политикин тӗп сулӑмӗ пулса тӑрать.
"Эпир аталанатпӑр. Пирӗн ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан вӗрентӳ заведенийӗсене кӗрес текен, ӗҫлӗ пулас текен, кирек хӑш кун та ҫупа ҫӑкӑрлӑх ӗҫлесе илме май паракан профессиллӗ пулас текен ҫынсем ытларах пулӗҫ", – пӗтӗмлетнӗ Губайдуллин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев