Ручкӑпа ҫырнӑ калавсене редакци йышӑнмасть, компьютерпа пичетлемелле

ТАВРАПӖЛӲÇӖСЕМ ВАЛЛИ – КОНКУРС, ÇЫРАВÇĂСЕМ ВАЛЛИ – «ШУРĂМПУÇ»
"Сувар" хаçатăн Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă проекчӗсем
2021 çул – Тутарстанра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ. «Сувар» республика хаçачӗ çак тӗллевпе икӗ проект пуçарать. Пӗрремӗшӗ – «Шурăмпуç» журналăн черетлӗ номерне кăларасси. Иккӗмӗшӗ – таврапӗлӳçӗсен хушшинче конкурс ирттересси.
Хаклă çыравçăсемпе таврапӗлӳçӗсем! Эпир сирӗнтен илемлӗ литература хайлавӗсем, очерксем («Шурăмпуç» валли), ял историйӗпе, ялтан тухнă паллă çынсем çинчен (таврапӗлӳçӗсен конкурсне) публикацисем кӗтетпӗр.
Поэтсемпе писательсен хайлавӗсене «Шурăмпуç» журналта, таврапӗлӳçӗсен материалӗсене «Суварта» пичетлӗпӗр.
Таврапӗлӳçӗсен хушшинче иртекен «Тăван ял – тăван кӗтесӗм» конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе редакци виçӗ çӗнтерӳçӗ палăртӗ. Материалсене 2021 çулхи ноябрь уйăхӗ вӗçленичченех йышăнатпăр. Пӗтӗмлетӳсене декабрь уйăхӗн пуçламăшӗнче туса çӗнтерӳçӗсене палăртăпăр. Парнесем укçан пулӗç. Асăрхаттарни: конкурса яракан материалсен калăпăшӗ 8 страницăран (А4 хут çине 14-мӗш размерлă шрифтпа пичетлени) ытла пулмалла мар.
«Шурăмпуç» журнал валли хайлавсене 2021 çулхи апрелӗн 15-мӗшӗччен йышăнатпăр. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗсемпе пӗрле «Сувар» хаçат çумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ чи лайăх хайлава суйласа илсе унăн авторне Петӗр Хусанкай ячӗллӗ премие пама йышăну тăвӗ.
«Шурăмпуç» журналпа «Тăван ял – тăван кӗтесӗм» конкурс валли компьютерпа пичетленӗ материалсене хаçатăн suvar@mail.ru электронлă адресӗпе ярса памалла. Алăпа çырнă хайлавсемпе материалсене редакци йышăнмасть.
«Сувар» хаçат редакцийӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ12400
-
4 марта 2021 - 20:02Владимир Путин ҫамрӑксене кӑмӑллӑ контентпа тивӗҫтерме сӗннӗ Патшалӑх телевиленипе радиона, хаҫат-журналсене контрольлеме пултарать пулсан, интернетри хыпар хатӗрӗсене, е уйрӑм ҫынсем ҫырнисене тимлеме ӑна ҫӑмӑлах мар8800
-
4 марта 2021 - 19:38Тутарстанри шкулсемпе ача сачӗсенчи апат пахалӑхне тӗрӗсленӗ Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх, прокуратура 300 ытла нарушенине сирме хушнӑ, санитарипе эпидемиологи нормисене пӑснӑшӑн 44 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ5500
-
4 марта 2021 - 16:16Рустам Минниханов чăвашсен тăван чӗлхепе çыхăннă йывăрлăхӗсем çинчен пӗлет Мартăн 3-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн хӗрарăм журналистсемпе тӗл пулчӗ. Мероприяти Хусан Кремлӗнчи Представительство керменӗнче ăшă лару-тăрура иртрӗ. Рустам Минниханов республикăра пурăнакан кашни нацин пӗр пек майсем пулмаллине палăртса чăвашсене пулăшма пулчӗ. «Профильлӗ ведомствăсене кирлӗ хушусем панă. Министерствăра кашни нацин уйрăм специалисчӗ пулмалла, урăхла мӗнле-ха? Уйрăмах чăвашсен пулмалла. Литература туянма та пулăшăпăр, тӳрех мар пулсан та çулталăк тăршшӗпе туса çитеретпӗр. Протокол тусах ведомствăсене хушу ярăпăр. Ку питӗ кирлӗ ыйту, вăл тимлӗхсӗр юлмӗ», – шантарчӗ Президент.9400
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ38612
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ15400
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.14001
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ277700
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.16600
-
2 марта 2021 - 20:22Юнкун ҫанталӑк пӑсӑлать Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви тутарстансене мартӑн 3-мӗшӗнче инҫе ҫула тухмашкӑн тӑхтаса тӑма сӗнет13600
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ12400
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика