Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çул çинче водительсем йышланса пыраççӗ, çав шутра ӳсӗррисем те

Иртнӗ кану кунĕсенче Чăваш Енре çул-йӗр инспекторӗсем ӳсĕрле руль умне ларнă 27 водителе тытса чарнă, тесе пӗлтереççӗ Шупашкарти чăваш пабликӗсем. Водительсене суд йышăнăвĕпе удостоверенисӗр хăварĕç. Тата тепĕр хут çакнашкал хăтлансан уголовлă ĕç пуçарĕç, автомобиле туртса илĕç, патшалăх харпăрлăхне куçарĕç.

Пурӗ январӗн 1-8-мӗшӗсенче ЧР ШӖМ ГИБДД ӗçченӗсем 88 хӗрӗнкӗ е медицина освидетельствованине иртме килӗшмен водителе тытса чарнă. Çул-йӗр инспекторӗсем йӗркелекен вăрттăн сăнав хăйӗн çимӗçӗсене парать. 
Чăваш Республикинчи водительсем пӗчӗк пассажирсене лартса çӳрес йӗркесене те час-часах пăсаççӗ иккен. Ачасене ятарлă кресло çине лартмасăр е пиçиххипе çаклатмасăр турттарнăшăн 77 водитель пирки штраф протоколӗ çырнă. 
Руль умне эрех ӗçсе е мухмăрла ларассипе Чăваш Енрисенчен Тутарстан водителӗсем те юлмаççӗ. Январӗн 6-мӗшӗнче Хусанта кăна инспекторсем 10 ӳсӗр водителе тытса чарнă. Пурӗ çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра маларах ӳсӗрле çӳренӗшӗн правасăр тăрса юлнине пăхмасăрах, каллех хӗрӗнкӗлле машинăпа çул çине тухнă 16 çынна тытса чарнă. 
Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗ «Татар-информ».
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев