Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рункă ачисем вырăc пуканисене тумалли конкурсра çӗнтернӗ

Конкурса ТР Культура министерстви, Хусанти Вырăс фольклорӗн центрӗ, Тутарстан Республикинчи Вырăссен наципе культура пӗрлешӗвӗ ирттереççӗ

Паян Тутарстанăн наци музейӗнче Регионсем хушшинчи «Русская народная игрушка» пултарулăх конкурсне пӗтӗмлетрӗç. Ăна ӗнтӗ вунă çул ытла ТР Культура министерстви, Хусанти Вырăс фольклорӗн центрӗ, Тутарстан Республикинчи Вырăссен наципе культура пӗрлешӗвӗ ирттереççӗ.

Çак конкурса Пăва районӗнчи Рункăри вăтам шкул вӗренекенӗсем те хутшăннă. Технологи преподавателӗ Александр Алексеев ертсе пынипе 7-мӗш класра вӗренекен Матвей Тимряков тата Татьяна Черняева вырăс пуканине ăсталаса иккӗшӗ те пӗрремӗш степеньлӗ Диплом илме тивӗçнӗ. Вӗсен ӗçӗсене жюри пысăка хурса хакланă. Ачасен ертӳçине те Тав çырăвӗ парса чысланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев