Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Анат Камӑри юсаса ҫӗнетнӗ больницара пулса курнӑ

Kапиталлӑ юсавӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче ҫуртӑн пӗр енне ҫӗнетнӗ. Ҫак ӗҫсене 2020 ҫулта тунӑ. Операци тӑвакан тӗп уйрӑма "таса пӳлӗмсем" комплекспа тивӗҫтернӗ, вӑл пульница ӑшӗнче инфекци ҫаклатасран сыхланма, операци хыҫҫӑн сипленме пулӑшать тата йывӑр чирленӗ пациентсене сыватассин эффективлӑхне ӳстерет

Pустам Минниханов сывату корпусӗн пӳлӗмӗсене курса ҫаврӑннӑ тата капиталлӑ юсавӑн тепӗр тапхӑрне мӗнлерех пурнӑҫа кӗртнипе паллашнӑ. Больница ҫурчӗн иккӗмӗш пайӗнче электромонтаж, штукатурпа маляр ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, чӳречесемпе вентиляци системине улӑштараҫҫӗ. Ӗҫсене ҫуллана вӗҫлемелле.

Ҫавӑн пекех Президента ҫӗнӗ йышӑнупа диагностика уйрӑмӗн проектне кӑтартнӑ. Объектра талӑкӗпех ӗҫлекен 192 койкӑллӑ стационар, сменӑра 200 ҫын йышӑнаякан йышӑнупа диагностика уйрӑмӗ пулать.

.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев