Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Cенегал Республикин Президенчӗпе тӗлпулнă

Тутарстан Президенчӗ Маки Саллона пӗрле хутшăнса ӗçлеме килӗшнӗшӗн тав тунă. Тӗлпулура енсем Тутарстан делегацийӗн Сенегалти визитне пӗтӗмлетнӗ тата малалли хутшăнусене сӳтсе явнă.

Юлашки икӗ çул хушшинче республикăсем хушшинчи тавар çаврăнăвӗ 2 млн доллар шайӗнче тытăнса тăрать. Енсем çак кăтарту питӗ пӗчӗк пулнипе килӗшнӗ, ӳсӗм валли хăватсем пур.

«Эпӗ Дакарта 2004 çулта пулнăччӗ, мӗнлерех улшăнрусем пулса иртнине куратăп. Çӗршывăра килсе курма май туса панăшăн Сире, господин Президент, тав тăватăп, - тенӗ Рустам Минниханов Сенегал ертӳçине. – Пирӗншӗн лайăх, шанчăклă партнерсене тупни питӗ кирлӗ, пирӗн регионра промышленноçпа ял-хуçалăх аталаннă, эпир ку енсемпе ӗçлеме хатӗр. Сенегалра инвесторсемшӗн лайăх условисем, вăл малалла Хӗвеланăç Африка çӗршывӗсене кӗмашкӗн лайăх хаб».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев