Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Чăваш Ен Пуçлăхӗпе Олег Николаевпа тӗлпулнă

Рустам Минниханов Олег Николаева «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медале парса чысланă, Олег Николаев пирӗн Президента Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă асăну медалӗпе наградăланă.

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов паян Чăваш Республикин Пуçлăхӗпе Олег Николаевпа тӗлпулнă. Субъектсен ертӳçисем регионсем экономикăра, культурăра, вӗрентӳре хутшăннине сӳтсе явнă, çавăн пекех хăш-пӗр пӗрлехи проектсем еплерех хута кайнине те. Республикăсене тачă ӗçлӗ тата культурăллă çыхăнусем пӗрлештереççӗ. Тутарстанпа Чăваш Ен хушшинчи тавар çаврăнăвӗ сакăр миллиард тенке яхăн. Тутарстан Чăваш Ене йывăр тиевлӗ автомобильсем, дизель топливопа бензин, азот удобренийӗсем, кӗленче, çуса тасатмалли хатӗрсем, çăмăл промышленность продукцине, апат-çимӗç сутать, кӳршӗ республикăран пирӗн пата атă-пушмак, трикотаж, каустика содине, сантехника, лакпа сăр хатӗрӗсем, строительство материалӗсем илсе килеççӗ.  

«Хутшăнусем аталаннине эпир ырлатпăр. Вӗрентӳпе наукăра, сывлăх сыхлавра, çамрăксен политикипе туризмри ӗç-хӗлре пӗрле ӗçлени пӗлтерӗшлӗ», - палăртнă Рустам Минниханов. Вăл Чăваш Енри тутар общество организацийӗсен ӗçне тӗрев панăшăн тав тунă, çав вăхăтрах Тутарстанра Чăваш наципе культура автономине те пулăшу кӳнине палăртнă. Тутарстан Президенчӗ аса илтернӗ тăрăх, республикăра 1993 çултанпа чăваш культурин «Уяв» праçникӗ ирттереççӗ. Вăл ӗçтешне кăçал Элкел районӗнчи Уява йыхравланă. Унсăр пуçне Рустам Минниханов Чăваш Республикин представителӗсене Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ ислам йышăннăранпа 1100 çитнине халалланă мероприятисене килсе курма чӗннӗ, уйрăмах «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanSummit» экономика саммитне. Олег Николаев килме килӗшнӗ.

Республикăсене географи вырнаçăвӗ çеç мар, ӗлӗкрен пыракан тачă наципе культура хутшăнăвӗсем те çыхăнтарса тăнине Олег Николаев та палăртнă. Вăл шыв айӗнчи çунатсемлӗ «Валдай» судносемпе Атăл тăрăх туризм маршручӗсем йӗркелени халăхсем хушшинчи хутшăнусене тата та çирӗплетессе шаннине пӗлтернӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев