Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Рустам Минниханов чи сахал сӗт суса илекен районсене палӑртнӑ

Тутарстанра сӗт ҫителӗклӗ, эпир ӑна юта та сутатпӑр. Анчах та ӗҫлекен ҫынсем мӗнле те пулин тупӑш илмелле. Тупӑшӑн тӗп ҫӑлкуҫӗ пирӗн патра – сӗт. Тӗлӗнтермӗшсем пулмаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе аппаланмаллa

"Ҫарӑмсан, Менделеевск, Камско-Устьински, Мӗслӗм, Спасски районӗсенче талӑкри сӑвӑмсем 16 тоннӑран пуҫласа 21 тонна таранччен. Тутарстанра сӗт ҫителӗклӗ, эпир ӑна юта та сутатпӑр. Анчах та ӗҫлекен ҫынсем мӗнле те пулин тупӑш илмелле. Тупӑшӑн тӗп ҫӑлкуҫӗ пирӗн патра – сӗт. Тӗлӗнтермӗшсем пулмаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе аппаланмаллa",– тенӗ ТР Президенчӗ

Минниханов нумай сӗт суса илекен муниципадитетсене те асӑннӑ. 

"Эпир талӑкне 200 е ытларах тонна сӗт суса илекен районсемпе мӑнаҫланатпӑр. Ку вӑл Кукмор, Атня, Балтаси, Саба районӗсем",– тесе палӑртнӑ вӑл. 

ТР Президенчӗ Кукмор районӗнчи Вахитов ячӗллӗ ял-хуҫалӑх кооперативне тӗслӗхе тӑратнӑ. Унта талӑкне 100 тонна сӗт суса илеҫҫӗ. 

"Ку вӑл пӗр хуҫалӑх кӑна. Ҫакна шута илсе кам мӗн пултарни пирки хак пама пулать. Унта вӗт ҫавӑн пекех ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, анчах ӗҫ ҫине пачах урӑхла пӑхаҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ вӑл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев