Сувар

Рустам Минниханов «Каравон» уява ирттерес датӑна ҫирӗплетнӗ

Республика Президенчӗн указӗ тӑрӑх, кӑҫал вырӑс халӑхӗн "Каравон" уявӗ Тутарстанра майӑн 28-мӗшӗнче иртет.

"Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен, Тутарстан Республикин Культура министерствин ҫӗнӗвӗсене шута илсе вырӑс халӑхӗн "Каравон" уявне Тутарстан Республикинчи Лайӑш районӗнчи Николькое ялӗнче 2022 ҫулхи майӑн 28-мӗшӗнче ирттерес", - тенӗ документра.
Тутарстанри ытти тӗп халӑхсен уявӗсем хӑҫан иртесси те паллӑ.
Марисен" Семыкӗ" июнӗн 4-мӗшӗнче, мордвасен "Валда шынясь" уявӗ июнӗн 25-мӗшӗнче, удмуртсен "Гырон быдтонӗ" - июлӗн 2-мӗшӗнче, славян культурин "Иван Купала" уявӗ июлӗн 9-мӗшӗнче, чӑвашсен "Уявӗ" июлӗн 10-мӗшӗнче, крешӗнсен "Питрау" уявӗ июлӗн 16-мӗшӗнче иртӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: