Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Казахстанăн Президенчӗпе тата çӗнӗ премьер-министрӗпе тӗл пулнă

Паян Тутарстан Президенчӗ ертсе пыракан делегаци Казахстан ертӳçисемпе тӗл пулнă

Рустам Минниханов Казахстан Президентне Касым-Жомартом Токаева инвестици проекчӗсем мӗнлерех пурнăçланни çинчен каласа панă, тата Казахстан партнерӗсемпе хутшăнусене ӳстермелли плансемпе паллаштарнă.

Каярах Тутарстан делегацийӗ Казахстанăн çӗнӗ премьер-министрӗпе тӗлпулнă.

«Казахстан – Тутарстанăн ют çӗршыври чи пысăк партнерӗсенчен пӗри. Костанайра «КАМАЗ» ПАОн йывăр тиевлӗ техникин мосчӗсем валли чукун шăратакан тата компонентсем тăвакан заводсене çӗклеççӗ. Караганда облаçӗнче «Татнефть» ПАОпа Аллюр компанисен ушкăнӗ йӗркелнӗ пӗрлехи предприятин шина производствине тăвассине хута янă. 2021 çулхи тăхăр уйăхра Тутарстанпа Казахстан хушшинчи тавар çаврăнăвӗ 441 миллион доллара çитнӗ. Хутшăнусем йӗркелемелли майсем нумай – энергетика сферинче, промышленноçра, газпа ӗçлекен мотор топливинче, ял-хуçалăхӗнче, нефтехимире», – тесе палăртнă Рустам Минниханов.

Алихан Смаилов палăртнă тăрăх, Казахстанпа Раççей партнерлăхӗнче Тутарстан уйрăм вырăн йышăнать: «Пирӗн пӗрле ӗçлессинче пысăк хăват пур, шанса тăратăп, çывăх çулсенче эпир пирӗн тавар çаврăнăвне пӗр миллиард доллара çитерме пултаратпăр.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев