Рустам Минниханов хыпар хатӗрӗсен хутне кӗрет

Хальхи вăхăтра пичет кăларăмӗсенче ӗçлекенсен уйрăмах йывăр лару-тăрура тăрăшма тивет. Командировкăсене тухса-çӳрейместпӗр, халăхпа тӗлпулаймастпăр. Çавна май çырăнтару та çăмăл пымасть.
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов массăллă хыпар хатӗрӗсене Сovid-19 коронавирус сарăлнинне пула хур курнă экономика отраслӗсен шутне кӗртме сӗннӗ. Çакăн пек çырăва вăл РФ Премьер-министрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Белоусова янă.
Хăйӗн çырăвӗнче ТР Президенчӗ пандемия условийӗсенче регионсенчи хыпар хатӗрӗсем реклама рынокӗ чакнăран тухăçӗсене çухатнă, пичет хатӗрӗсен сутас калăпăшӗ чакнă.
«Регионсенчи хыпар хатӗрӗсен тупăшӗ хăвăрт чакни вӗсен ӗçне чарса лартма пултарать, вӗсем хупăнма та пултараççӗ. Çакă граждансене информаципе тивӗçтерессине начарлатма пултарать, влаç органӗсен халăхпа çыхăнмалли коммуникаци каналӗсене пăчлантарать, обществори тăнăçлăх çине витӗм кӳме пултарать», – тесе палăртнă Минниханов.
Çавна май Тутарстан Президенчӗ Раççей Правительствин Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлаканран массăллă хыпар хатӗрӗсен ӗçӗ-хӗлне çӗршывра коронавирус сарăлнине пула уйрăмах хур курнă экономика отраслӗсен шутне кӗртме ыйтнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
20 января 2021 - 19:49Кӑҫал Думӑра ларакансене суйлӑпӑр Тутарстанӑн Тӗп суйлав комиссийӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин суйлавӗсене хатӗрленме пуҫланӑ6400
-
20 января 2021 - 19:21Тутарстанри предприятисенче коронавирусран вакцинацилеме пуҫланӑ 6,5 пин ҫын вакцинаци иртме ҫырӑннӑ, черетре тӑрать5400
-
20 января 2021 - 18:48Хӑтаруҫӑсене Мускавран та, Хусантан та тимлӗх пур Рустам Минниханов МЧС ӗҫченӗсене ҫӗнӗ пушар машинисен уҫҫисене панӑ5800
-
20 января 2021 - 15:21Тутарстан Республикин пӗрремӗш Президенчӗн Минтимер Шаймиевăн ҫуралнӑ кун паян Пӗрремӗш Президента Рустам Минниханов саламласа ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ6000
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр6500
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.6000
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ40100
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.105200
-
19 января 2021 - 10:58Лениногорскри чӑвашсем Пушкӑртстанра мала тухнӑ Экспертсем лайӑххисен шутне Лениногорскри Геннадий Садовников ертсе пыракан "Шурӑ хурӑн" ансамбле те кӗртнӗ20900
-
18 января 2021 - 19:12Тукай районӗнчи яла выльӑхсен урнӑ чирне пула карантина хупнă Ҫакӑн ҫинчен калакан указа Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ17101
-
18 января 2021 - 11:12Антителосем иккӗмӗш эрнерен тухӗҫ Тутарстанра коронавирусран йышлӑн вакцинацилес тапхӑр пуҫланнӑ13600
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика