Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Раштав уявӗпе саламлать

Иртнӗ ҫул Хусанта Турӑ Амӑш турӑшне тупнӑранпа 440 ҫул ҫитнине халалласа республикӑри IV православи форумӗ иртнине те аса илтернӗ Рустам Минниханов

«Хисеплӗ православи тĕнне ӗненекенсем! Сире ҫутӑ Раштав уявӗпе чӗререн саламлатӑп.

Хӗрӗх кунлӑх Раштав типпи вӗҫленчӗ те, тӗнчери йышлӑ православи храмӗсенче ӗненекенсем Христос ҫуралнине савса мухтаҫҫӗ. Ҫак уявпа чи таса ӗмӗтсемпе ырӑ тӗллевсем ҫыхӑннӑ, унӑн социаллӑ, наци, ҫул чиккисем ҫук.
Икӗ пин ҫул ытла ӗнтӗ христиансем ҫак уява кӗтеҫҫӗ. Раштав уявӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр ырлӑх, юрату, пурнӑҫ хӑвачӗ тӗпленнӗ, ӗненекенсем ҫывӑх ҫынсене, нушаллисене пулӑшаҫҫӗ.
Тутарстанра православи тӗнӗ ислампа пӗрле ӑс-тӑнпа кӑмӑл-сипет аталанӑвӗн факторӗ пулса тӑрать."
Иртнӗ ҫул Хусанта Турӑ Амӑш турӑшне тупнӑранпа 440 ҫул ҫитнине халалласа республикӑри IV православи форумӗ иртнине те аса илтернӗ Рустам Минниханов. Ун сӑмахӗсемпе, Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫинче" ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ "Аслӑ Ҫӗнтерӳ: еткер тата еткерҫӗсем" ятлӑ Раштаври Вӗрентӳ вулавӗсем *нӑҫлӑ иртнӗ. Хусанти Богородицки мӑнастырӗнчи Хусан Турӑ Амӑш турӑшӗн соборне ҫӗклес ӗҫ хӗрсе пырать.
"Ҫакӑ веҫех обществон ӑс-хакӑл аталанӑвне хунама пулӑшасса тата тӗрлӗ нацисемпе тӗнсен представителӗсем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетессе шанатӑп.

Хаваслӑ Раштав кӑмӑлӗ, тӑнӑҫлӑх, телейпе ырлӑх, ӑнӑҫу сунатӑп!" – тесе пӗтӗмлетнӗ Тутарстан Президенчӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев