Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов республика халӑхне уявпа саламланӑ

Нацисем хушшинчи тата тӗнсем хушшинчи хутшӑнусем кӑмӑллӑн аталанни обществори килӗшӗвӗн тӗп факторӗсем пулса тӑраҫҫӗ

 

Республика Кунӗ патриотизма, ӗҫченлӗхе, нумай нациллӗ Раҫҫейӗн йӑлисене хисеплекен Тутарстанӑн мӗн пур ҫыннине пӗрлештерет. Ҫакӑн ҫинчен паян ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хӑйӗн саламлӑ сӑмахӗнче каланӑ.
"Ҫӗнӗ патшалӑх тытӑмӗ йӗркеленнӗренпе республикӑн тӗп стратегиллӗ тӗллевӗнче ҫынсен интересӗсем, пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси пулнӑ та, пулать те", – тесе палӑртнӑ республика ертӳҫи.
ТР Президенчӗн сӑмахӗсемпе, хальхи производствосем тӑвасси, сывлӑх сыхлав, вӗрентӳ системисене ҫирӗплетесси, социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтересси, спортпа туризма тӗрев парасси, историпе культура еткерлӗхне упрасси, комфортлӑ хутлӑх йӗркелесси, патшалӑхпа граждан обществин институчӗсен хушшинче хальхи хутшӑнусене йӗркелесси пулчӗҫ. Ҫакӑ йӑлтах юлашки вунӑҫуллӑхсенче пурнӑҫа кӗчӗ.
"Нацисем хушшинчи тата тӗнсем хушшинчи хутшӑнусем кӑмӑллӑн аталанни обществори килӗшӗвӗн тӗп факторӗсем пулса тӑраҫҫӗ",– палӑртнӑ Минниханов.
ТР Президенчӗ аса илтернӗ тӑрӑх,  Тутарстан федераллӑ центрпа эффективлӑ хутшӑнусем йӗркелени, республика пуҫарӑвӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе Правительстви пур енлӗ тӗрев пани республикӑна ҫӗршывӑн никӗсӗнче регион туса хучӗ. Республика халӗ те социаллӑ пурнӑҫ тата экономикӑн чылай кӑтартӑвӗсемпе малта пырать.
Ун шучӗпе, Астӑвӑмпа Мухтав ҫулталӑкӗнче Хусан хулине "Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули" ята парса чыслани те пӗлтерӗшлӗ.
"Пирӗн ӑнӑҫлӑхӑн никӗсӗнче кашни ҫыннӑн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗ пулнине Тутарстанӑн ҫӗр ҫулхи кун-ҫулӗ ҫирӗплетет",– тесе пӗтӗмлетнӗ Тутарстан Президенчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев