Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Совет Союзӗн наградисене панă

Тăван Çӗршыва хӳтӗлекенсен кунне халалланă уяв мешехи Хусанти Салих Сайдашев ячӗллӗ концерт залӗнче иртнӗ, унта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та хутшăннă.

«Хисеплӗ хӗçпăшаллă вăйсен ветеранӗсем, офицерсем, генералсем, прапорщиксем, мичмансем, салтаксемпе матроссем, паян эпир пысăк дата – Тăван Çӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ умӗн пуçтарăнтăмăр. Ку вăл хăюлăх, паттăрлăх, тивӗçлӗх, Тăван Çӗршыва тата халăха юратнин уявӗ. Çак кун вăхăтсен çыхăнăвӗ тата ăрусен куçăмлăхӗ уйрăмах сисӗнет», - тенӗ Рустам Минниханов залра пухăннисене. Вăл хальхи вăхăтра хӗсметре тăракансене те манман, пирӗн хăрушсăрлăха сыхласа чикӗре тăракансене те тав тунă.

Тутарстан Президенчӗ СССР, Раççей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин патшалăх наградисене панă. Шариф Садриевăн вăрçă вăхăтӗнче тивӗçнӗ «За отвагу» медаль удостоверенине унăн хӗрне Разия Дорофеевăна панă, Михаил Филимонов тивӗçнӗ «Хӗрлӗ Çăлтăр» орденăн удостоверенине унăн мăнукне Николай Филимонова панă. Наградăсем парас церемони вӗçленсен уяв концерчӗ пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев