Сувар

Рустам Минниханов ӗҫсӗрлӗх лару-тӑрӑвӗпе кӑсӑкланнӑ

Пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑрура пурӑнакан ҫынсене пулӑшас ыйту – чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри. Паян Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Хусанти ҫак ыйтупа Московски районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта пулнӑ

Ҫак центрта ТР ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова Рустам Минниханова коронавирус инфекцийӗ сӑрӑлнӑ вӑхӑтра ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру ҫинчен каласа панӑ. Президента "Работа в России" портал еплерех ӗҫленине те кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл ӗҫсӗр юлнӑ ҫынсем валли видеоҫыхӑну енӗпе йӗркеленӗ вебинара хутшӑнакансемпе калаҫнӑ.
"Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин пособи илекен ҫынсем валли процедурӑна ҫӑмӑллатас тесе вӗсен справкӑсем пуҫтарса ҫӳремелле мар тесе ҫирӗп каларӗ. "Работа в России" федераллӑ сайта пирӗн системӑпа лайӑх йӗркеленӗ, синхронизациленӗ. Виҫӗ кун хушшинче 3 пин ытла ҫын ҫырӑннӑ унта. Эпӗ хамах тӗрӗслерӗм", – тенӗ Рустам Минниханов журналистсене.
ТР Президенчӗ тӳлевсене илес тесен "Работа в России" порталта регистрациленме сӗннӗ. Ӗҫсӗррисен даннӑйӗсене дистанцире кӗртеҫҫӗ, вӗсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тӳлевсем килме пуҫлаҫҫӗ.
"Ҫакӑн валли ҫын ЕСИА-ра регистрациленни кирлӗ. Тутарстанра 2 млн ҫын унта ҫырӑннӑ ӗнтӗ. ЕСИА регистрацийӗ ҫук пулсан, ку ыйтӑва татса пама ҫӑмӑл. Заявкисене МФЦ, "Ак Барс Банк", Пенси фончӗ йышӑнаҫҫӗ. Пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсен нимле йывӑрлӑх та пулас ҫук тесе шутлатӑп", – тесе палӑртнӑ вӑл.
Рустам Минниханов каланӑ тӑрӑх, 12 пин тенкӗ ытла пособисӗр пуҫне ҫак категорири граждансен кашни ҫул ҫитмен ачи пуҫне 3 пин тенкӗ илме май пур. "Амӑшӗн капиталне илме право пуррисем вара 5 пин тенкӗ илееҫҫӗ. Ҫавӑн пек йывӑр лару-тӑрура ку пулӑшу пулать. Пирӗн тӗллев – ҫак ыйтусене хӑвӑрт, оперативлӑн, бюрократисӗр татса парасси. Экономика йывӑрлӑхӗсене те татса парасса шанатпӑр", – тенӗ республика пуҫлӑхӗ.
«Мӗнпур ҫынна хӑйсене тата ҫывӑх ҫыннисене упрама чӗнсе калас килет. Хальлӗхе самоизоляцирен лайӑхрах хӑрушсӑрлӑх мелӗ ҫук-ха. Чӑтӑмлӑрах пулӑр. Килӗрсенче юлма ыйтатӑп. Пирӗн стратегиллӗ предприятисенче мӗн пур хӑрушсӑрлӑх мелӗсемпе усӑ курса ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн граждансен сывлӑхӗ – пирӗншӗн приоритетра. Йышӑннӑ мерӑсем ӗҫленине куратпӑр", – пӗтӗмлетнӗ ТР Президенчӗ.
Маларах, апрелӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗҫсӗррисене тата ачаллӑ ҫемьесене тӗрев парасси пирки каланӑччӗ.
Ӗҫне ҫухатса кӑҫалхи мартӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн апрельте, майра, июньте ӗҫсӗрлӗх пособийӗсене чи ҫӳллӗ планкӑпа илӗҫ. Унӑн хисепне 12 130 тенкӗ таран ӳстернӗ. 

  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: