Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Тутарстанра пурăнакансене Пӗтӗм Раççейри халăх çыравне хастар хутшăннăшăн тав тунă

Пӗтӗм Раççейри халăх çыравне Тутарстанра пысăк шайра йӗркеленӗ. Пӗтӗм мероприятисене графикпа килӗшӳллӗн ирттереççӗ тесе палăртнă ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, республикăра пурăнакансене халăх çыравне хастар хутшăннăшăн тав тунă. 

«Пирӗн халăх шучӗ мӗн чухлине, вӗсем ăçта пурăннине, вӗсене мӗнле ыйтусем хумхантарнине тӗплӗн пӗлмелле», – тенӗ Президент ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура. 

Татарстанстат ертӳçи Наталья Гатауллина Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ вӗçлениччен икӗ кун кăна юлнине аса илтернӗ. Çитес эрнере республикăра переписчиксем килнӗ вăхăтра килте пулман çынсем патне тепӗр хут çитсе килес ӗçсем малалла тăсăлӗç. 

Маларах Татарстанстат Тутарстанра пурăнакансенчен 97 проценчӗ çырава хутшăнни пирки пӗлтернӗччӗ. 

Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ октябрӗн 15-мӗшӗнчен тытăнса ноябрӗн 14-мӗшӗччен пырать. Çырава Раççей Президенчӗ Владимир Путин, РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, çавăн пекех ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев хутшăннă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: перепись населения