Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов  Тутарстанри аграрийсене пулӑшма ыйтнӑ

Тутарстанӑн Президенчӗ Рустам Минниханов видеоҫыхӑнупа  Раҫҫей вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко Атӑлҫи округӗнчи субьектсен социаллӑ пурнӑҫӗн тата экономикин аталанӑвне халалласа ирттернӗ канашлӑва хутшӑннӑ

Хӑйӗн сӑмахӗнче Рустам Минниханов кӑҫал Тутарстанра питӗ вӑйлӑ шӑрӑха пула типӗ ҫанталӑк тӑни ҫинчен пӗлтернӗ.

"Юлашкинчен ҫакнашкал типӗ 2010 ҫулта пулнӑччӗ. Эпир тырпула упраса хӑварас тесе хамӑртан килнине йӑлтах турӑмӑр. Енчен те 2010 ҫулта 700 пин тонна тырӑ кана пухса илме май килчӗ пулсан, кӑҫал кукурӑзӑпа пӗрле 2,5 млн тонна пухса кӗртме хатӗрленетпӗр. Анчах та ку ҫителӗксӗр", – тенӗ республика ертӳҫи.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, аномалилле шӑрӑх пысӑк предприятисене те, пӗчӗккисене те аванах сиен кӳнӗ. 

Тутарстан Президенчӗ Дмитрий Чернышенкоран ҫак темӑна правительство шайӗнче ҫӗклеме, шӑрӑхран хур тӳснӗ регионсене пулӑшма ыйтнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев