Сувар

Рустам Минниханов Уявӑн кӗтнӗ хӑни

Рустам Минниханов хальхинче те пурне те тӗлӗнтерчӗ. Вӑл Республика "Уявне" тӗрленӗ чӑваш кӗпипе килсе ҫитрӗ. Хӑнасене виҫӗ чӗлхепе саламларӗ.

Тутарстанри чӑвашсен "Уявӗ" республика брендне ҫаврӑннине палӑртрӗ. Бренд вӑл визит карточки. Лайӑх пахалӑхлӑ, пӗр именмесӗр ҫынна кӑтартма юрӑхлӑ тӗслӗхлӗ япала е пулӑм. Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче Уяв пирӗн пурнӑҫра уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗш йышӑнать.

Президент кӑҫал ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине палӑртрӗ тата И. Я. Яковлев пирӗн халӑха ҫырса хӑварнӑ халала 100 ҫул ҫитнине асӑнчӗ.
"Чӑваш халӑхӗн пуян культурине тӗкӗрлесе" Уяв" республикӑн культура бренчӗ, Тутарстан пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ, – терӗ Президент пухӑннисене саламланӑ май. – Паян "Уяв"" лапамӗнче тӗрлӗ нациллӗ, тӗрлӗ ҫулти ҫынсем. Ҫамрӑксем нумай пулни савӑнтарать, савӑнӑҫ хуҫаланать. Сире пурне те пирӗн тӑван ҫуртра пурӑнакан халӑхсен культурисемпе тата йӑлисемпе кӑсӑкланни пӗрлештерет. Уява – чечекленме сунатӑп. Мӗн пур хутшӑнакансемпе хӑнасене лайӑх кӑмӑл, этем хутшӑнӑвӗсен ӑшӑлӑхне сунатӑп", – тесе саламларӗ Рустам Минниханов пухӑннисене

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: