Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов вăхăтлăх госпитале тӗрӗсленӗ

"Пирӗн хатӗр пулмалла. Техника никӗсӗ те, врачсем те, медсестрасем те, санитарсем те".

Хусанти РКБ-ри травматологи центрӗнче ӗнер Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов пулнă. Апрелӗн пуҫламӑшӗнче травмпункт никӗсӗнче коронавирус инфекцийӗпе кӗрешме вӑхӑтлӑх госпиталь йӗркеленӗ.
Рустам Минниханов йышăнупа диагностика уйрӑмне, реанимаци тата пурнӑҫ тивӗҫтерӗвӗн зонине пӑхса тухнă. Медицина учрежденийӗ 200 койка сарнă, вӗсенчен 20-шӗ реанимации валли. 70 койкăра кислород памалли мелсем  пур, ҫав шутра 20 койкӑн ӳпке вентиляцийӗ валли консоль пур. Вӗсене пурӗ 90 аппарат таранччен ӳстерме май пур. 

 
"Пирӗн хатӗр пулмалла. Техника никӗсӗ те, врачсем те, медсестрасем те, санитарсем те. Кирлӗ пулсан ҫынсене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пулӑшма май пултăр",  палӑртнă ТР Президенчӗ.

 
Ҫавӑн пекех Рустам Минниханов медперсоналпа та калаҫнӑ. Госпитальте сменӑпа ӗҫлеме 15 бригада йӗркеленӗ. Бригадăсене кашни тӑватӑ сехетрен улăштараççӗ. Госпитале коронавирус инфекцийӗллӗ пациентсене йышӑнма хатӗрленнӗ.

 
"Медицина персоналӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче паян пысăк йывăрлăх тата яваплăх тиенчӗ. Пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин питӗ кирлӗ йышӑну турӗ – врачсене, медсестрасене, фельдшерсене, васкавлӑ пулӑшу водителӗсене хушма тӳлевсем уйăрма хушрӗ. Вӗсем пирӗн ҫынсен сывлӑхӗшӗн хӑйсене шеллемесӗр кӗрешнине эпир пурте тӗлӗнсе сăнаса тăратпăр", – хушса хунă Рустам Минниханов.

 
Центра курса çаврăннă май Рустам Минниханова вӑхӑтлӑх госпиталь мӗнле ӗҫлени, медперсонал ӗҫне координацилени ҫинчен тата хӳтӗлев костюмӗсен тӗрлӗ модификацийӗсем ҫинчен каласа панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев