Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сабантуйсем хуласемпе райцентрсенче пулмаççӗ

«Лару-тăру теветкеллӗ пулнине шута илсе хуласенче, район центрӗсенче тата пысăк ял хутлăхӗсенче Сабантуй ирттерессине пăрахăçлас тесе йышăнтăмăр. Çапах та ялсенче ку уява ирттерме чару çук. Ялти Сабантуй урамра, уçă сывлăшра иртет-çке. Паллах, вырăнти власть органӗсемпе ял халăхӗн шухăшне шута илмеллех», – тенӗ Р.Минниханов.

Кăçал Сабантуйсем ялсенче кăна иртеççӗ. Хуласенче, райцентрсенче тата пысăк ял хутлăхӗсенче çӗр ӗçченӗсен уявӗ пулмасть. Çапла тума ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хушни пирки журналистсене республика пуçлăхӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ.

«Лару-тăру теветкеллӗ пулнине шута илсе хуласенче, район центрӗсенче тата пысăк ял хутлăхӗсенче Сабантуй ирттерессине пăрахăçлас тесе йышăнтăмăр. Çапах та ялсенче ку уява ирттерме чару çук. Ялти Сабантуй урамра, уçă сывлăшра иртет-çке. Паллах, вырăнти власть органӗсемпе ял халăхӗн шухăшне шута илмеллех», – тенӗ Р.Минниханов.

Президент уявсене санитарипе эпидемиологи требованийӗсене шута илсе, Роспотребнадзорпа калаçса килӗшсе ирттерме сӗннӗ. Ялти ака уявне республика пуçлăхӗ тӗрӗс праçник тесе шутлать. «Ку чăн-чăн уяв, пӗтӗм тăванпа пӗрле, тальянкăпа, юрă-ташăпа. Кунта спортсмен пулмасан та кашниех кӗрешсе хăйӗн вăйне виçме пултарать. Пӗчӗк мероприятисем пысăк пӗлтерӗшлӗ», – тесе палăртнă вăл.

Çапли çапла пуль те-ха вăл. Анчах та тăван ялти уява хуласенчен канмалли куна килнисем те хутшăнма пултарассине шута илсен урăхларах шутлама пуçлатăн. Паянхи пек лару-тăрура пӗтӗм ял-йышпа пуçтарăнса мар, тăвансемпе те асăрханса кăна хутшăнмалла. Коронавируса çӗнтермен-ха эпир. Официаллă даннăйсемпе статистика кунсерен лайăхланса пырать пулин те, чирлекенсем çав-çавах йышлă. Ман шутпа, кăçал Сабантуйсене ниçта та ирттермесен те юратчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сабантуй