Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сахăра Хусанти ярмаркăсенче кăна черете тăрса илеççӗ

Çакăн çинчен Тутарстанăн шӗкӗр хулинчи Киров районӗн Батыршин урамӗнчи ярмаркăна курса çаврăннă хыççăн ТР ял-хуçалăх тата продовольстви министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наиль Залаков пӗлтернӗ.

«Ӗнтӗ тăваттăмӗш ярмарка ирттеретпӗр, анчах та сахăра халь те черет тăрса илеççӗ. Ытти продукцие те çителӗклӗ илсе килнӗ. Палăртса хăварас килет, пылак продуктăн ажиотажӗ Хусанта кăна сисӗнет. Çырчаллинче, Анат Камăра, Элметре йăлтах йӗркеллӗ», - тенӗ министрăн пӗрремӗш çумӗ Хусан мэрӗпе Ильсур Метшинпа пӗрле ярмаркăна инспекциленӗ май. «Йӳнӗ хак та витӗм кӳрет пулмалла. Енчен те лавккасенче эпир халӗ сахăр хакне килограммшăн 75 тенкӗпе куратпăр пулсан,  ярмаркăсенче вăл 60 тенкӗпе сутăнать», - тесе палăртнă Залаков.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев