Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сакӑр команда кӗнӗччӗ, ҫиччӗшӗ килсе ҫитрӗҫ

Турнира выляма килнӗ ачасене "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Пӑва ентешлӗхӗн ертӳҫи Ирек Закиров, Пӑва районӗн Ӗҫтӑвком ертӳҫи Ленар Шакирзянов саламларӗҫ, спортра ӑнӑҫу сунчӗҫ.

 Пăвари В.Трусенев ячӗллӗ Тӗп стадиона июнӗн 1-мӗшӗнче командăсем 9 иртсенех килме пуçларӗç. Ачасем хумханмаççӗ мар. Вӗсенчен ытларах хамăр пăшăрханатпăр. Çанталăк ăшах мар, пӗлӗтсем. Çумăр та çусан выляма питӗ хӗн пулать. Малтан Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткино ялӗн команди килсе çитрӗ. Унтан Чăваш Республикинчи Аслă Елчӗкӗн. Çӗпрелсем çук-ха. Апас, Теччӗ, Камское Устье, Кайпăç районӗсен командинчи ачасем хăйсем патӗнчи мероприятисене хутшăннăран, Пăвана килеймеççӗ терӗç. Çапла 10 сехет тӗлне 7 командăран хушаматсемлӗ заявкăсем илтӗмӗр: Елчӗк районӗнчен – 2, Чăнлă районӗнчен – 1, Пăва районӗнчен – 3, Çӗпрелӗнчен – 1.

Турнира выляма килнӗ ачасене "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Пӑва ентешлӗхӗн ертӳҫи Ирек Закиров, Пӑва районӗн Ӗҫтӑвком ертӳҫи Ленар Шакирзянов саламларӗҫ, спортра ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Пăвари сцена ăстисем вырăсла, тутарла, чăвашла юрăсем юрласа çамрăк спортсменсене хавхалантарчӗç. Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пынă май, вӗсене итлеме уйрăмах кăмăллăччӗ. «Сувар» хаçат турнирне те, чăвашла кăна мар, тӗрлӗ чӗлхепе калаçакан ачасен хутшăнма май пур.

Пӗрре, иккӗ, виççӗмӗш вырăн йышăнакансене медальсемсӗр пуçне парнене футбол мечӗкӗсем хатӗрлерӗмӗр. Чи лайăх вылякансене палăртмалли уйрăм статуэткăсем те хăйсен вăхăчӗсене кӗтсе тăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев