Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Салампи» авторне Элкер пехилленӗ

Тăван çӗршыва фашизм чуралăхӗнчен хăтарса хăварнă сăнарсен патриотла туйăмӗ, йывăрлăхсене çӗнтерес хăнăхăвӗпе пултараслăхӗ, чун ăшшин пуянлăхӗ, çапăçу хирӗнчи юрату туйăмӗн хăвачӗпе шанчăклăхӗ паянхи çамрăксемшӗн ырă тӗслӗх, хайлавӗсем патриотизмла воспитани парассинче пысăк пӗлтерӗшӗ пулнине палăртса хăварчӗç.

Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Симӗс ылтăн», «Шурă çӳçлӗ хӗр», «Ан авăн, шӗшкӗ!», «Улма йывăç авăнать», «Хунавлах хăрнисем» тата ытти паха хайлавсем çырнă Чăваш халăх писателӗ Александр Артемьев çуралнăранпа 95 çул çитрӗ.

Çак пулăма халалласа юпа уйăхӗн 15-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Александр Артемьев хайлавӗсен çамрăксене патриотизмла воспитани парас ӗçри пӗлтерӗшӗ» уçă лекци иртрӗ. Унта чăваш çыравçисем, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн студенчӗсем, А.Артемьев пултарулăхне килӗштерекенсем тата халăх писательне пӗлнӗ-курнисем хутшăнчӗç.

Литература каçне библиотека ӗçченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ. Вăл Александр Артемьевăн пурнăç утăмӗсемпе, литературăри пултарулăхӗпе паллаштарчӗ. Ун хыççăн Геронтий Никифоров «А.Артемьевăн «Алтăр çăлтăр» («Çăлтăр çумăрӗ») повеçӗн сăнарлă чӗлхи», Николай Осипов «Симӗс ылтăн» хайлавра ӳкерӗннӗ пурнăç илемӗ», Василий Кервен «А.Артемьев хайлавӗсенчи патриотизм ыйтăвӗ» темăсемпе тухса калаçрӗç. Вӗсем çыравçăн хайлавӗсенчи хаяр вăрçăра Тăван çӗршыва фашизм чуралăхӗнчен хăтарса хăварнă сăнарсен патриотла туйăмӗ, йывăрлăхсене çӗнтерес хăнăхăвӗпе пултараслăхӗ, чун ăшшин пуянлăхӗ, çапăçу хирӗнчи юрату туйăмӗн хăвачӗпе шанчăклăхӗ паянхи çамрăксемшӗн ырă тӗслӗх, хайлавӗсем патриотизмла воспитани парассинче пысăк пӗлтерӗшӗ пулнине палăртса хăварчӗç.

Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер каланинчен нумай пӗлтӗмӗр. «Александр Спиридонович, пӗчӗк чухнехи пек каласан Сантăр, кил-йышра виççӗмӗш ача пулнă, лăпкă та вашават кăмăллă ӳснӗ. Иккӗмӗш класрах сăвăсем шăрçалама тытăннă. Шкул çулӗсенчех Пушкин, Лермонтов, Некрасов хайлавӗсене вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла Ивановăн «Нарспи» поэма сыпăкӗсене, Çеçпӗл, Ухсай, Алка сăввисене куçарса пăхнă. Хăй çырнă сăввисене хăюлăх çитерсе Çемен Элкере икӗ пысăк конвертпа «Шупашкара, Элкер писателе...» тесе çырса ярса панă. Çырăвӗсем кирлӗ çӗре çитнӗ-çитнех. Элкер вун иккӗри ача сăвă çырнине ырланă, писатель пулас тесен нумай тӳсӗмпе тăрăшса çырмаллине кăтартса панă. Çемен Элкер пехиллени Артемьева илемлӗ литература ăсталăхне алла илме çӗнӗ хăват панă. Чăваш, вырăс писателӗсен паха хайлавӗсене, тӗнче литературин классикӗсене каçăхса кайсах вуланă. Мускавра литература институтӗнче вӗреннӗ. Н.Ашмаринăн 17 томлă словарьне ултă хутчен конспектласа тухнă. Ура çине çирӗп тăрсан хăй те сюжет, композици, сăнарлăх хатӗрӗсене (мелӗсене) çамрăк çыравçăсене ăнлантарса панă... Чăваш халăхӗ юратакан писатель, чăн-чăн талант, прозăри поэт, чӗлхе ăсти, чăваш литературин çăлтăрӗ... Çак хисепсене пӗрлештерсе тăрать Александр Спиридонович Артемьев», – пӗлтерчӗ Юрий Семенович.

Калаçăва А.С.Артемьевăн хӗрӗ Александра Александровна хутшăнчӗ. Вăл Муркаш районӗнчи Хурăнуй ялӗнче мӗнле пурăннине, ача чухнех ашшӗ ăна юратса «Золушка» хушма ятпа чӗннине, амăшӗнчен, Октябринăран, уйрăлнă пулсан та пиччӗшӗпе иккӗшне пăрахманнине, тăтăшах пырса çӳренине, хайлавсем çырнине каласа пачӗ. Александра Александровна пухăннисене Александр Спиридоновича манманшăн, наци библиотекин ӗçтешӗсене Галина Соловьевăпа Ольга Тимофеевăна литература каçне йӗркеленӗшӗн тав турӗ.

Хăйӗн паха хайлавӗсемпе чăваш халăх ятне çӳле çӗклерӗ А.С.Артемьев. Çак пахалăха шута хурса уява хутшӑнакансем «Салампи» спектакле театрта çӗнӗрен лартма тата Шупашкар хулин пӗр-пӗр урамне Артемьев ятне парасси пирки сӗнӳсем пачӗç. Эпир те пуринпе те килӗшсе çак сӗнӳсене çӳле çитермелли çулсене палăртрăмăр.

Пултаруллă сăмах ăстине чăнласах чунтан юратни уявра уççăн курăнчӗ. Халăх писательне халалланă «Александр Артемьев хайлавӗсен çамрăксене патриотизмла воспитани парас ӗçри пӗлтерӗшӗ» уçă лекцире тухса калаçакансене çыравçăсем те, студентсем те, халăх писателӗн кӗнекисене килӗштерсе вулакансем те тимлӗн итлерӗç, кашни сăмаха ăша хыврӗç.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш наци конгресӗн Вӗрентӳ комитечӗн ертӳçи

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев