Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Салампи» чи вуланакан кӗнеке ятне тивӗçнӗ

Чи вуланакан кӗнеке ятне илме вулакансен референдумӗнче 1271 сасă пуçтарса Александр Артемьевăн «Салампи» кӗнеки тивӗçнӗ. Çӗнтерӳçӗ Дипломне халăх писателӗн хӗрне Александра Артемьевăна ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Лидия Филиппова тата паллă çыравçă, драматург, журналист Владислав Николаев панă.

Ноябрӗн 5-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекинче «Литературăллă Чăваш Ен: çӗр çуллăхри чи вуланакан кӗнеке» вулакансен референдумне пӗтӗмлетнӗ. Акцие Чăваш автономи облаçӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă.

Сасăлав «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения» сайтра иртнӗ. Унта чăваш 100 чăваш литераторӗн – классиксенчен пуçласа паянхи çыравçăсем таран – кӗнекисене вырнаçтарнă, XVIII ӗмӗртен пуçласа XXI ӗмӗр пуçламăшӗччен.

Референдума Чăваш Енӗн пӗтӗм хулипе районӗнче, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Марий Элра, Самар, Саратов, Ульяновск, Красноярск, Тюмень, Мускав облаçӗсенче, Ямал-Ненец автономи округӗнче, Мускав, Иваново, Тюмень, Красноярск, Хусан, Ульяновск, Ростов тата ытти хуласенче пурăнакан 5 пин ытла çын хастар хутшăннă.

Чи вуланакан кӗнеке ятне илме вулакансен референдумӗнче 1271 сасă пуçтарса Александр Артемьевăн «Салампи» кӗнеки тивӗçнӗ. Çӗнтерӳçӗ Дипломне халăх писателӗн хӗрне Александра Артемьевăна ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Лидия Филиппова тата паллă çыравçă, драматург, журналист Владислав Николаев панă.

Чи вуланакан 10 кӗнеке шутне çавăн пекех Константин Ивановăн «Нарспи», Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», «Юманлăхра çапла пулнă», Геннадий Волковăн «Кил илемӗ», «Юманпа хӗвел», Илпек Микулайӗн «Хура çăкăр», Никифор Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака», Валентина Элпин «Пулас кинсем», Георгий Орловăн «Вутри юрату», Трубина Мархвин «Ача чухнехи» кӗнекисем кӗнӗ.

Чăваш наци библиотеки вулакансен референдумне хутшăннă кашни çынна тав тăвать, чăваш литературинчи чи вуланакан кӗнекесене «Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения» сайтра вулама май пурри çинчен аса илтерет.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашская литература 100 лет ЧАССР 100 самых читаемых книг