Салтаксем валли – килти салма
Упи ялӗнче йӗркеленнӗ «Ырă чӗреллисем» волонтерсен ушкăнӗн хастарӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли килти салма касма пуçтарăнчӗç. Ырă кăмăллă ял çыннисем çăмартапа çăнăх кӳрсе панă.
Салмана чун ăшшипе хатӗрлеççӗ. Пӗрисем чуста çӑраççӗ, теприсем йӗтӗрлеççӗ, виççӗмӗшсем касса типме сӗтел çине сарса хураççӗ. Ӗç вӗресе кӑна тӑрать. Çӗçӗпе шак-шак каснă сасă çеç илтӗнсе тӑрать пӳлӗмре. Тăван тăрăхран кӳнӗ пулăшу салтаксене хавхалану кӳтӗр тесе тăрăшаççӗ волонтерсем.
– Яланах туслă пулнă халăх, пирӗн, тылрисен, фронтрисене пулăшсах тăмалла, – терӗç хӗрарăмсем. – Салтаксем тутлă салма яшки çисе тăван кил ăшшине туйччăр. Килтисем вӗсене чăтăмсăррăн кӗтнине туйса тăччăр.
Çак ырă ӗçре Зинаида Саймуллова, Ирина Краснова, Люся Адъютантова, Лидия Викторова, Галина Ярзуткина, Зинаида Матвеева, Ольга Сердцева, Ирина Ярзуткина, Галина Ильина, Валентина Савина тата Людмила Никитина тăрăшса ӗçлеççӗ. Çак кунсенче пӗр парти типсе çитнӗ салмана ятарлă савăта тултарса волонтерсен центрне парса ячӗç.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев