САМАНАРАН ЮЛМАСТПĂР-ХА
Коллегире ыр сăмаха республикăра чăвашла тухса тăракан «Сувар» хаçат та тивӗçнӗ. Çулталăкне социаллă сетьсенчи вулакансен шучӗ 23 процент ӳссе 9 пинрен иртнӗ, хаçат сайтне уйăхсерен 2 пин ытла çын кӗрсе тухать.
Тутарстан Республикинче 574 наци массăлла хыпар хатӗрӗ тухса тăрать. Раççейре наци чӗлхипе тухса тăракан кашни пиллӗкмӗш кăларăм Тутарстанра пичетленет. Ку енӗпе те республика лидерсен шутӗнче. Кун пирки «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин коллегийӗнче РФ цифра аталанăвӗн, çыхăнупа массăлла коммуникацисен министрӗн çумӗ Алексей Волин пӗлтернӗ. Коллегире ыр сăмаха республикăра чăвашла тухса тăракан «Сувар» хаçат та тивӗçнӗ. Çулталăкне социаллă сетьсенчи вулакансен шучӗ 23 процент ӳссе 9 пинрен иртнӗ, хаçат сайтне уйăхсерен 2 пин ытла çын кӗрсе тухать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев