Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Самар чӑвашӗн куравӗ Элметре уҫӑлчӗ

Нефтяниксен хулинчи Картинӑсен галереинче Владимир Акимовӑн куравӗ ҫинчен экскурсоводсем питӗ интереслӗ каласа параҫҫӗ. Пырса курма тӑрӑшӑр

Ӗнер мар пӗр кунӗ Элметри Картинӑсен галереинче Владимир Акимов художникӑн куравӗ уҫӑлнӑ.

Искусствӑна кӑмӑллакансене ҫак галерейӑна пырса курма йыхравлатпӑр. 

Владимир Акимов – Самар облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра Ҫырчаллинче пурӑнать. Вӑл питӗ хӑйне евӗр пултаруллӑ ӳнерҫӗ. Унӑн картинисенче чӑваш ялӗн сӑн-сӑпачӗ,  сайра ҫын ӑнланакан шӳт, арт-искусство пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. 2005 ҫултанпа Владимир Яковлевич Тутарстан Республикин халӑх художникӗ. 2014 ҫултанпа – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ.

Элметри Картинӑсен галереинче Владимир Акимовӑн куравӗ ҫинчен экскурсоводсем питӗ интереслӗ каласа параҫҫӗ. Пырса курма тӑрӑшӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев