Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Самолёта хамӑр ҫӗршыври пайсенчен пуҫтарӗҫ

Композитлӑ материалсене Тутарстанран илӗҫ

 Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин "Алабуга" уйрӑм экономика зонинче  МС-21 вӑтам магистральлӗ самолёт валли композитлӑ материалсем туса кӑларакан проекта лайӑх хак панӑ. Ҫакӑн ҫинчен вӑл Правительство канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.

Самолёт валли ҫунат туса хатӗрлес ӗҫ пыни пирки Владимир Путина ҫӗршывӑн промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров доклад тунӑ.
"Эпир "Росатомпа" пӗрле "Алабугара" вӑйсене вӑхӑтлӑ пӗрлештертӗмӗр те ҫип, волокно, препрега кӑларма тытӑнтӑмӑр. Ҫавӑнпа та пахалӑх пирки шантарса калама пултаратӑп: эпир статика ҫинче МС-21 ҫунаттине тӗрӗслесе пӑхрӑмӑр, вӑл палӑртнӑ характеристикисене туллин ҫирӗплетрӗ",– тенӗ Мантуров.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫей промышленноҫӗ МС-21 самолёта хамӑр материалсемпе туса кӑларма хатӗр.
Минпромторг ертӳҫи хӑйӗн докладӗнче юлашки 5 ҫулта композитлӑ материал туса кӑларассипе 45 инновациллӗ проекта РФ Правительстви тӗрев панӑ. Пулӑшу калӑпӑшӗ 6,5 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, Раҫҫейре композитсем туса кӑларасси 3,5 хут ӳснӗ. Пластика спортинвентарь, шыв пӑрӑхӗсем, кӗпер конструкцийӗсем, ытти хатӗрсем тума яраҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев