Самозанятыйсен субсидийӗсене ӳстереҫҫӗ
Илнӗ субсидие продукци тума кирлӗ материалсем, оборудовани, техника илме е вӗренӳ валли, е интернет сайтсене ҫӗнетме яма пулать.
Тутарстан Республикин Экономика министерстви хӑйсене хӑйсем ӗҫпе тивӗҫтерекенсене парӑнакан субсиди калӑпӑшне 100 пин тенкӗрен 200 пин тенкӗ таранччен ӳстернӗ.
Экономика министрӗн шучӗпе ҫӗнӗ программа – ятарлӑ налог режимӗпе хӑйсен ӗҫне илсе пыракан граждансемшӗн эффективлӑ пулӑшу.
Ку вӑл профессионаллӑ тупӑш ҫине хурӑнакан налог.
Субсиди илес текен самозанятыйӑн РФ гражданинӗн ИП пулмалла мар, ятарлӑ налог режимӗнче ӗҫлесе ТР бюджетне 3 пин тенкӗрен ытларах налог тӳлемелле. Тата унӑн налог служби умӗнче парӑмсем пулмалла мар.
Унсӑр пуҫне, субсиди илес тесен, хӑйне-хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекенӗн тӳлевсӗр онлайн-вӗренӳ иртмелле. Заявкӑсене августӑн 31-мӗшӗнчи 18:00 сехетчен ак ҫак ссылкӑпа йышӑнаҫҫӗ: https://forms.gle/vgZoubeuoRgUJakU8
Виҫӗ эрне хушшинче вӗренӗве хутшӑнакансем опытлӑ экспертсемпе тӗрлӗ сферӑсенчи усламҫӑсем ирттерекен 12 онлайн-занятие хутшӑнмалла. Вӗсем рынока тишкерме, статистика кӑтартӑвӗсемпе ӗҫлеме, юридици кӑткӑслӑхӗсенчен тухма, документацие илсе пыма вӗренӗҫ.
Илнӗ субсидие продукци тума кирлӗ материалсем, оборудовани, техника илме е вӗренӳ валли, е интернет сайтсене ҫӗнетме яма пулать.
Мӗн пур ыйтупа 8-903-314-50-27 номерпе Марат Рахматуллин патне шӑнкӑравлама пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев