Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сăна пăхса укçа илеççӗ

Çӗршыври пысăк хуласенче метропа çӳренӗшӗн биометриллӗ тӳлев пуласси çинчен тахçанах сăмах çӳрет


Çӗршыври пысăк хуласенче метропа çӳренӗшӗн биометриллӗ тӳлев пуласси çинчен тахçанах сăмах çӳрет


Малтанлăха турникетран ирттерекен хатӗрсене икӗ-виçӗ хулара тест режимӗпе вырнаçтарассине пӗлтернӗччӗ. Çак хуласенчен пӗри Хусан пулнине те пӗлетпӗр. Тутарстанăн тӗп хулинче «Козья слобода» станцине вырнатарнă прибор Face Pay тытăмӗпе сăна «пăхса» укçа илмелле. Хальлӗхе Хусанта пӗр станцинче çеç çакăн пек прибор. Çулталăк вӗçлениччен кашни станцире метрона кӗнӗ çӗрте çакнашкал тӳлев автомачӗсене вырнаçтарӗç. Çӗнӗлле тӳлев тытăмне хута яма 25 миллион тенкӗ ӗçе хывма тивет. Мӗнле финанс çăлкуçӗнчен илӗç ку укçана, хальлӗхе паллă мар. 

«Метроэлектротранс» МУП çӗнӗ йышши тӳлев тытăмӗ пирки шанчăклă, хăрушсăр тата меллӗ — карта кăларса, жетон туянса вăхăта ирттермелле мар — тесе ӗнентерет. Çитменнине тата çыннăн биометри даннăйӗсене шанчăклă упраççӗ теççӗ. 

Face Pay мӗн вăл? Метро поезчӗ çине ларнăшăн перӗнмесӗр тӳлеме май паракан тытăм ку. Çапла тӳлеме турникет патӗнче ятарласа паллă тунă тӗле тăмалла та пӗчӗк «куçкӗскинчен» — камерăна — пăхмалла. Çакăн пек тӳлевсемшӗн палăртнă банк карттинчен укçасене çийӗнченчех илççӗ. 

Каларăмăр, çӗнӗлле тӳлев тытăмӗ Хусанта пӗр тӗлте кăна вырнаçтарнă, анчах хула çыннисем унпа усă курма васкамаççӗ курăнать: пӗрисене халиччен курман япалапа усă курма шиклӗ, теприсен банк карттине «çаклатман», ăна рентгенпа танлаштарса сывлăхӗшӗн пăшăрханаççӗ. Биометри даннăйӗсене çыннинчен ирӗк ыйтмасăр пуçтарни закона пăсни пулмасть-и тесе ыйтакансем те пур. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество