Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербургра СВОна хутшăннă ӳнерçӗне Александр Федорова асăннă

Санкт-Петербургри художниксен союзӗн çуртӗнче Александр Федорова асăнса мероприяти иртнӗ.

Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан икӗ шăллӗне мобилизаципе Украинăна илсе кайсан Александр Федоров – профессиллӗ ӳнерçӗ – хăй ирӗкӗпе фронта кайма шутланă. Пӗртăвансем пӗр чаçрех службăра тăнă. Çулталăк каялла çар операцийӗн задачисене пурнăçланă вăхăтра салтак паттăррăн пуç хунă.

Александр Федорова вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе наградăланă. Март уйăхӗн 4-мӗшӗнче Санкт-Петербургра иртекен асăну мероприятийӗнче наградăна унăн арăмне Наталийăна панă. Александрăн икӗ ывăл ӳсет: асли – Константин, кӗçӗнни – Петр. Амăшӗн сăмахӗсемпе унăн тӗп тивӗçӗ – ачисене ашшӗ пек паттăр пулма вӗрентесси.

Петербургри ӳнер академийӗнче те паттăра ӗмӗр асра тытӗç. Александр унта вӗренсе тухнă, юлашки вăхăтра преподаватель пулса ӗçленӗ. Хăй хыççăн талантлă ӳнерçӗ нумай ӗç – портретсем, натюрмортсем, пейзажсем хăварнă. Уйрăмах вăл Чăваш Енӗн тата чăвашсен культурипе йăли-йӗркине час-часах ӳкернӗ.

Телекăларăмран тунă скриншот.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Герои СВО чуваши Петербурга