Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербургри ЧНКА Ваттисен канашне ертсе пынă Виталий Золотов вилсе кайнă ​

Ку эрне пуçламăшӗнче Санкт-Петербургран хурлăхлă хыпар килчӗ: ăсчах, чăваш прозăçи, тăван ен тӗпчевçи, тинӗс çар ăслăхӗсен кандидачӗ, 1-мӗш рангри капитан, Чăваш Ен халăх академикӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Санкт-Петербургри чăвашсен ентешлӗхӗн ертӳçисенчен пӗри, Питӗрти чăвашсен Ваттисен канашӗн ертӳçи Виталий Арсентьевич Золотов вилсе кайнă

Виталий Золотов 1934 çулхи ака уйăхӗн 2-мӗшӗнче Чăваш Енри Элӗк районӗнчи Синер ялӗнче çуралнă. Шкулта пӗлӳ илнӗ чухнех литература ӗçӗпе кăсăкланма тытăннă. Вăтам пӗлӳ илсен, 1951 çулта, Ленинградри Тинӗс-çар аслă инженери-радиотехника училищине вӗренме кӗнӗ, ăна ăнăçлă вӗçлесе радиоэлектроника инженерӗн специальноçне алла илнӗ. Çамрăк офицер Çурçӗр флочӗн шыв ай кимми çинче хӗсметре тăнă.

Тинӗс-çар флотне Виталий Арсентьевич пурнăçӗн 40 çулне панă: вăл шыв ай киммисен пӗрлешӗвӗн флагман ăстаçи, А.С.Попов ячӗллӗ тинӗс-çар радиоэлектроника училищин адъюнкчӗ, кафедра вӗрентӳçи, вӗренӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ пулса тăрăшнă. 1989 çулта 1 рангри капитан чинӗпе Виталий Арсентьевич запаса тухнă. 1966 çулта В.А.Золотов диссертаци хӳтӗлесе тинӗс-çар ăслăлăхӗсен кандидачӗ пулса тăнă. 1968 çулта доцент хисепне тивӗçнӗ. Виталий Золотов 20 яхăн тӗпчев ӗçӗн, 80 ăслăлăх статйин, педагогикăпа психологи енӗпе чылай рецензипе методика кӗнекин авторӗ.

Литература ӗçне Виталий Арсентьевич хӗсметрен запаса тухсан пӗтӗм чун хавалӗпе пикеннӗ. Унăн хайлавӗсенчи тӗп темăсем: чăваш ялӗн пурнăçӗ, ача-пăчан асамлă тӗнчи, çамрăксем кăмăл-туйăм енчен аталанса ӳсни, çар çыннисен ӗçӗ-хӗлӗ, хӗрарăмсен çăмăл мар кун-çулӗ. В.А.Золотов – Чăваш Республикин Писательсен союзӗн тата «Нумай нациллӗ Питӗр» пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Юлашки пилӗк çул хушши ытларах чăвашла прозăпа публицистика жанрӗсенче ӗçлерӗ. В.А.Золотов Санкт-Петербургри чăваш ентешлӗхӗ хушшинче тăван чӗлхепе кӗнеке кăларма, сарма пуçлакансенчен пӗрремӗш çын. 2004 çулта В.А.Золотова Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн Ваттисен канашӗн председателӗ пулма суйланă, çав çулах ăна чăвашсен «Янташ» хаçатне редакцилеме шаннă. В.А.Золотов Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗнче питӗ тăрăшуллă ӗçлерӗ, чăвашсен литература каçӗсене çӳллӗ шайра ирттеретчӗ...

Виталий Арсентьевич Золотовăн ырӑ ячӗ, вышкайсăр ӗçӗсем, çутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗрере ӗмӗр-ӗмӗр упранӗç.

Валериан ГАВРИЛОВ, Caнкт-Петербургри ЧНКА Канашӗн ертӳçи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев