Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

САНКТ-ПЕТЕРБУРГРИ ЧӐВАШ ЕНТЕШЛӖХӖН КАЛЕНДАРӖ КУН ÇУТИ КУРЧӖ

Санкт-Петербургра "Чӑваш ентешлӗхӗн Санкт-Петербургпа Ленинград облаҫӗнчи Паллӑ тата асран кайми датӑсен Календарӗ" кӗнекен виҫҫӗмӗш кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ. Чӑваш Республикин паллӑ ентешӗсем, Никита Яковлевич Бичурин 245 ҫул тултарнине тата Федор Павлович Павлов 130 ҫул тултарнине халалланă ҫак кӑларӑма.

Санкт-Петербург тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш общество организацийӗсен председателӗсен канашӗ 2022 ҫула Федор Павлович Павлов Ҫулталӑкӗ тесе йышăннă. Календарь Чӑваш наци конгресӗ тата Федераллă Чӑваш наципе культура автономийӗ пулӑшнипе пулса тухать. Кӗнеке авторӗсем: Валериан Анатольевич Гаврилов, Николай Валерианович Гаврилов, Татьяна Юрьевна Калошева.

Календарь Санкт-Петербург тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш обществин ӗҫӗ-хӗлӗн мӗнпур сферине тӗрлӗ енлӗн сăнлать. Кăларăмра ентешсен пултарулӑх портречӗсене уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрнă. Кунта ҫыравҫӑсем, художниксем, музыкантсем, артистсем, вӗренӳпе ҫутӗҫ ӗҫченӗсем, ҫар служащийӗсем çинчен каласа панă. Çавăн пекех Санкт-Петербургпа Ленинград облаҫӗнчи чӑваш ентешлӗхӗн политика, экономика тата культура пурнӑҫне сăнланă.

Календарӗн ҫӗнӗ кӑларӑмне лайӑхлатас ӗҫ малалла пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев