Санӑн мӗншӗн мӑйӑ кукӑр?
тесе ыйтаҫҫӗ тет тӗверен. – Манӑн мӗн тӳрри пур ара? – тӗлӗнсе хуравларӗ тет тӗве.
Шӗкӗр хулара пӗр айӑпсӑр ҫынсене тытса, хӗнесе, айӑпласа хупса хуни мана вӑтам ӗмӗрсенчи инквизицине аса илтерет. Кам епископ кӑмӑлне каймасть, айӑплӑ-и вӑл, ҫук-и, ҫавна тухатмӑш тесе ҫунтараҫҫӗ.
Тӳре-шарасем витӗмне ҫухатса пынипе вӑйне кӑтартас терӗҫ тӗр ахӑр. Мускав урамӗсене "Эпир кунта влаҫ!" тесе кӑшкӑракансене кӑтартаҫҫӗ ӗнтӗ кам килте хуҫа пулнине.
Хӑш чух ултав тӗнчине ҫакланнӑ пек туйӑна пуҫларӗ. Калӑн чӑнни нимӗн те ҫук. Кӳтпӗрме-тутасем, порошокран сӗт, хӗрарӑм евӗр арҫынсем, суйлавсӑр суйлав.
Хӑш-пӗр пулӑмсем анекдота ҫаврӑнаҫҫӗ вӗт: урамра телефонпа калаҫса тӑракан актёра хӗненӗ вӑхӑтра гвардеец хулне сиктерет, ҫакӑншӑн актёра 3 ҫула хупмалла тӑваҫҫӗ. Ҫак кунсенче аппеляци сучӗ пулмалла.
Тепӗр кулӑшла самант. Лараҫҫӗ тет калаҫса морпех, десантник тата гвардеец. Десантник калать тет:
– Мана ту ҫинче автоматран тӗллесе печӗҫ, бронижилета лекрӗ. Пурпӗр ӳкмерӗм, ура ҫинче тӑтӑм.
Морпех калать тет:
– Ку мӗн, эпӗ террористсем пулеметран тӗллесе персен ӳкмерӗм, бронежилет чӑл-пар саланчӗ, пурпӗрех малалла чупрӑм.
– Ку мӗн? Вот мана демонстрантсем хутран тунӑ пушӑ стаканпа печӗҫ! – тесе калать тет гвардеец, – юрать-ха лекмерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев