Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сантăр Пикла «Пирамидăра» хисеп тунă

Хусан варринче «Пирамида» текен кану комплексӗ хулара чи чаплисенчен пӗри шутланать, унта декабрӗн 8-мӗшӗнче пăвасем пухăнчӗç.

Пăвасен ентешлӗхӗ çулсерен хăйӗн тӗлпулăвне çакăнта ирттере пуçларӗ. Ирек Закиров ертсе пыракан пӗрлешӳ кăçал та пухăва çӳллӗ шайра ирттерчӗ. Кăçал тӗлпулăва ТАССР 100 çул çитнине тата Аслă Çӗнтерӳ 75 çул тултарнине халалланăччӗ.
Пăвасен культура пӗлтерӗшӗлллӗ проектсем çителӗклӗ, вӗсенчен нумайăшне Ентешлӗх район администрацийӗпе пӗрле пурнăçа кӗртет. Акă нумай пулмасть, Хырла хӗрринче Хусан ханлăхӗн, унтан Раççей патшалăхӗн чиккине палăртса авалхи хурал картине сăнарлакан йывăç палăк тума тытăннă. Çак проектăн авторӗ Рункăри шкулта учитель пулса ӗçлекен ӳнерçӗ Сандр Пикл. Пăвана кӗнӗ çӗрте çул çинчен вăл курăнса тăрӗ, пирӗн пӗрлехи аваллăха аса илтерсе тăрӗ.
Пăва ентешлӗхӗн тӗлпулăвӗсенче вырăс, тутар тата чăвашран суйласа илнӗ виçӗ вӗрентекене, тата виçӗ культура ӗçченне Тав çырăвӗ парса чыслас йăла пур. Чăваш вӗрентекенӗсенчен кăçал çак хисепе Сандр Пикл тивӗçрӗ, Культура ӗçченӗсенчен Чăваш Шуршăвӗнче ӗçлекен Надежда Жирнова.     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев